Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусем иртеççĕ

29 января 2014 г.

Çак ăмăртăва шкул ачисен 26-мĕш Спартакиадин программине пăхăнса йĕркеленĕ. Тĕллевĕ паллă: кире пукан йăтассине районта аталантарасси, çак спортпа интересленекенсен хушшинче республика шайĕнче хутшăнма пултаракан спортсменсене тупса палăртасси тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсен команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – палтиелсем, виççĕмĕшсем – пашьелсем пулчĕç. Кунта уйрăмах Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Иван Афанасьевпа (9 класс) Ксения Алюковăна (11 класс) палăртса хăвармалла. Вĕсем хăйсен виçинче пĕрремĕш вырăн йышăнса абсолютлă чемпионсем пулса тăчĕç. Спортра малашне те çитĕнÿсем сунатпăр сире, çамрăк паттăрсем!

Г.Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика