Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистрацие – палăртнă срокра

05 февраля 2014 г.

Çын вилнине çирĕплетекен акта районти ЗАГС уйрăмĕнче çеç регистрацилеççĕ. Районти тĕп больницăран е судпа медицина экспертизин бюровĕ çын вилни çинчен çырса панă свидетельство тата çын пурнăçран уйрăлнă факта çирĕплетекен суд йышăнăвĕ – патшалăх регистрацийĕ тумалли тĕп сăлтав пулса тăраççĕ.

Çын вилни пирки упăшки е арăмĕ, çемьен ытти членĕсем, тăванĕсем, кÿршисем е ыттисем пĕлтерме пултараççĕ. Çак хыпара çын вилсен виçĕ кунран кая юлмасăр çитермелле.

Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕпе районти тĕп больница, ял поселенийĕсем çын вилнĕ тĕслĕхсене вăхăтра регистрацилеме тăрăшаççĕ.

Хаклă юлташсем! Çакна асра тытăр! Çын вилсен, ăна виçĕ кунран кая юлмасăр регистраци тумалла. Вилни çинчен свидетельство илме, районти тĕп больницăран е судпа медицина экспертизин бюровĕнчен илнĕ свидетельство тата пурнăçран уйрăлнă çын паспорчĕ кирлĕ. Çын вилнине çирĕплетекен акта регистрацилемесĕр, пурнăçран уйрăлнă çынна пытарма юрамасть. Çакна ял поселенийĕн ĕçченĕсен тĕрĕслесех тăмалла! Вилнине регистраци тунă хыççăн çеç сире ЗАГС уйрăмĕ пурнăçран уйрăлнă çынна пытарма пособи уйăрасси çинчен справка çырса парать. Тивĕçлĕ пособие вилнĕ çыннăн юлашки ĕç вырăнĕнчен е районти Пенси фондĕнчен тÿлеççĕ.

Е.ФЕДОРОВА, райадминистрацин ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика