Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

08 февраля 2014 г.

Чун хавхаланăвĕпе, професси ăсталăхĕпе

2013 Çулта районти культура ĕçченĕсем ял çыннисем валли интереслĕ мероприятисем нумай ирттернĕ, вĕсен канăвне май килнĕ таран туллинрех йĕркелес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Историпе культура йăли-йĕркине упраса хăварассине, ăна малалла тăсассине те манăçа хăварман. Районти культура учрежденийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем паянхи куна тивĕçтерекен çĕнĕ формăллă массăллă мероприятисем ирттерме тăрăшнине те палăртма кăмăллă.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх?

ПАЛЛАХ, выльăх-чĕрлĕх сасси, тейĕ вулакан. Ĕне тытсан, сысна усрасан, хур-кăвакалпа чăх-чĕп ĕрчетсен сĕтел çийĕ те яланах тулли, хăв çемйÿнтен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутса укçа-тенкĕ те ĕçлесе тума пулать. «Ĕне усраканăн тути çуллă» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Хĕвел тухасса кĕтмен…

КĂКШĂМ Санькки теççĕ ăна ялта. Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕскерĕн çак ят хушамачĕпе çеç çыхăнман... Сакăр вуннăри А.Кувшиновăн кун пирки хăйĕн аса илĕвĕ пур:

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Ветерана чĕререн саламланă

ЭНТĔРЬЕЛ йĕкĕчĕ М.Ванюшин вун çиччĕрех Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕре хутшăннă. 1942 çулхи августра вара унăн та салтак тумне тăхăнма вăхăт çитнĕ.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Пенси тытăмĕ çĕнелет

Халĕ пенси страховани пайĕнчен тата пухăнса пыракан пайран тăрать. 2015 çултан страховани пенсийĕ тата пухăнса пыракан пенси уйрăм пулаççĕ.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Салам,Олимпиада!

Ĕнер Сочире чаплă лару-тăрура Хĕллехи XXII Олимп вăййисем уçăлнă. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Тăван çĕр-шыв Ялавне икĕ Олимпиада призерĕ, Тĕнче чемпионĕ Александр Зубков йăтса пынă.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Шăмăршăра – Олимп факелĕ

ХĔЛЛЕХИ Олимп вăййисем уçăлнине халалласа республикăра «Олимпиадăна сĕртĕн» акци йĕркелени хăйне евĕр ырă, симвăлла пулăм. Пирĕн районта ăна ирттерме Шупашкартан Тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ С.Морозова килсе çитнĕ. Паллă спортсмена чи малтан Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта хирĕç тухса кĕтсе илчĕç.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Кашни çыру – тимлĕхре

2013 Çулта район администрацине граждансенчен 47 çыру килнĕ. Çав шутра çÿлерех тăракан органсем урлă килнĕ çырусем–27, коллективлă çырусем–10, иккĕмĕш хут çырнă çырусем–13, ятне кăтартмасăр çырнă (анонимлă) çыру–1.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Министр шăмăршăсемпе кăмăллă

ÇАК кунсенче «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕнче 2013 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе кăçалхи çул тĕллевĕсене палăртнă. Пухăва Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И.Исаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăннă.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Гимназие çитсе курнă

Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Марк Шмулевич февралĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти 5-мĕш гимназие çитсе курнă.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Роуд-шоу иртет

Февралĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Раççейри инновациллĕ проектсене тупса палăртас тата тин çеç йĕркеленнĕ стартап – командăсен пуçарулăхне ÿстерес тĕллевпе Russian Startup Tour роуд-шоу уçăлнă.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Билетсем сутма тытăннă

2014 çулхи январь уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 29-мĕшĕччен «АК БАРС АЭРО» авиакомпани «Ĕпхÿ–Шупашкар–Ĕпхÿ» тата «Самар–Шупашкар–Самар» авиарейссене пурнăçлать.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Пултаруллă йĕлтĕрçĕ

Полина Егорова…Çутă сăнлă илемлĕ хĕрача. Кăн-кăвак куçĕсем лăпкăн пăхаççĕ, йăл кулли ачаш та илĕртÿллĕ... Спортра чечен, вăтанчăк хĕрсем çивĕч ăмăртусенче тупăшса çитĕнÿсем тума пултараççĕ-и вара; Çакăн пек шухăш пуçра вĕлтлетсе иртрĕ Полинăпа Шăмăршăри вăтам шкулта тĕл пулсан...

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Ачапа ларакансене – çĕнĕ специальноç

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнче демографи политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем çичен» йышăннă Указпа килĕшÿллĕн, Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр килте ачапа ларакан хĕрарăмсене професси суйласа илме пулăшас тĕлĕшпе тăрăшать.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Наркомани хăрушлăхĕ хăратать

ГРЕК чĕлхинчен «наркомани» сăмах «хупăрласа илни, тĕлĕк, ăссăрлăх, ухмахлăх туртăмĕ» тесе куçарăнать. Наркомани çын организмне пуçĕпех аркатать, ăна типсе хăртать, вăй-халне туртса илет. Наркотик хатĕрĕсен тыткăнне çакланнă çын вĕсемсĕр пурăнма та пултараймасть.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Хисепе тивĕçлех вĕсем

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ çынсем çинчен çырнине савăнсах вуласа тухрăм. Чăннипех те халăх чысне тивĕçлĕ çынсем вĕсем. Çамрăксен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле, чи хисеплисем те пулма тăрăшмалла.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Регистрацие – палăртнă срокра

Çемье çинчен калакан законодательствăна пурнăçласа, гражданла актсене вăхăтра та тĕрĕс регистрацилесе тăрасси – район адмиистрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Паттăрлăха мухтарĕç юрăпа…

Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, çарпа патриотизм уйăхлăхне халалласа, 1–11 класс ачасем хушшинче патриот юррисен фестивалĕ иртрĕ. Вĕренекенсем «соло», «дуэт», «вокал ансамблĕ» номинацисенче тупăшрĕç.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

Ял хуçалăх çыравĕ иртет

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи «2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттересси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Росстат 2014–2018 çулсенче тумалли ĕçсен Календарь планне çирĕплетнĕ.

Подробнее...

05 февраля 2014 г.

«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пирĕн района килсен (2014 çулхи январĕн 29-мĕшĕ) халăхпа

«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пирĕн района килсен (2014 çулхи январĕн 29-мĕшĕ) халăхпа тĕл пулнă чух панă ыйтусем çине хуравсем пичетлесе пырать.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика