Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

19 февраля 2014 г.

Штраф пысăкланать

Февралĕн 15-мĕшĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕш- лĕ çĕрпе чылай вăхăт усă курманшăн административлă яваплăха ÿстересси çинчен калакан федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Çĕр лаптăкĕ уйăрассипе, унпа усă курассипе, ăна харпăрлăха илессипе çыхăннă ыйтусем Раççей халăхĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче вĕсене тĕрлĕ шайра сÿ- тсе яваççĕ. Шел те, нумай вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пушă выртать, удобрени хывманран пулăхне çухатать.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Сигарет тупăка сĕтĕрет

ВОЗ (Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци) пĕлтернĕ тăрăх, çитĕннĕ арçынсен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ табак туртать. Çапла вара çынсем хăйсен ирĕкĕпех сывлăха хавшатаççĕ. Табак туртни нумай чухне вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерет.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Асап ункинче

Пирĕн çарсем фашистла Германин дивизийĕсемпе паттăррăн çапăçса Ленинград блокадине сирсе янăранпа 70 çул çитрĕ. Хула çыннисем блокада вăхăтĕнче чăтса ирттернĕ терт-нуша пирки, ватти-вĕтти таранах пинĕ-пинĕпе выçса е шăнса та чирлесе вилни, выçăллă-тутăллă завод-фабрикăра ĕçлесе вăрçă хатĕрĕсем туса кăларни çинчен хаçат-журналта нумай çырчĕç, теле-радио передачисенче те çак темăна анлăн çутатрĕç.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Ăçта сĕтĕрет сана, ачам, Интернет?

Паян Интернет пирĕн пурнăçра тарăн тымар ячĕ. Пĕтĕм тĕнчери сеть (чăвашла – серепе) пурне те «тыткăна илчĕ»: ватти те, вĕтти те халĕ компьютер умĕнче ларать. Район администрацийĕнче иртнĕ пĕр канашлура каланă тăрăх, паян районта пурăнакансен 75 проценчĕн килте компьютер пур, ытларахăшĕ Интернетпа çыхăнать. Нетбук, планшет, ноутбук вун-вун çемьере пур.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Вăйлисенчен те вăйлисем

Спорт – сывлăх çăл куçĕ тетпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ районта тĕрлĕ ăмăртусем тăтăш иртеççĕ. Иртнĕ вырсарни кун, акă Анат Чаткасра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçрĕç, çак ялтах çуралса ÿснĕ, нумай çул шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ спорт ветеранĕн О.Еремеевăн парнисемшĕн тупăшрĕç.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Донорсене – патшалăх пулăшăвĕ

Федерацин 2013 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнчи «Федерацин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015-2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн, «СССР Хисеплĕ донорĕ» тата «Раççей Хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнисене кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çулталăкра 11728 тенкĕ тÿлеççĕ.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Тракторсем те, комбайнсем те

Районта тĕрлĕ йышши техника туянакансен йышĕ ÿссех пырать. Патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта ялсенче 10 «Беларус» трактор, тĕрлĕ маркăллă тата икĕ транспорт хатĕрĕ туяннă.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Самолетпа вĕçĕр, вăхăта перекетлĕр!

Шупашкар аэропортĕнче февраль уйăхĕнче Самарпа Уфа хулисене самолетпа вĕçмешкĕн билетсем сутаççĕ.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Ÿснĕ те, чакнă та..

Район администрацийĕн экономика пайĕ Шăмăршăри суту-илÿ точкисенчи («Магнит», «Восторг», «Козерог», «Оникс», «Кооператор») хаксен танлаштарăвне (мониторингне) туни çакна кăтартса панă.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Воин-афганецсене асăнса

Иртнĕ шăмат кун, Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа, Карапай Шăмăршăра хоккеистсен турнирĕ пулчĕ. Унта виçĕ команда вăй виçрĕ.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Конгресс уйрăмĕ йĕркеленчĕ

Тунти кун район администрацийĕн пысăк залĕнче ялсенчи общественноç представителĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пуху Чăваш наци Конгресĕн районти уйрăмне туса хурасси çинчен ыйту пăхса тухрĕ.

Подробнее...

19 февраля 2014 г.

Раççей команди – виççĕмĕш

XXII Олимпиада пуçланнăранпа 11 кун иртрĕ. Нидерланд, Германи, Норвеги командисем пуринчен вăйлăрах.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

О новых преобразованиях в пенсионной системе

С 2015 г. в России вводятся страховая пенсия и накопительная пенсия. Соответствующие законы подписаны в конце декабря 2013 года.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Бадабер тамăкĕнчи восстани

(Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ май) КУН пирки Совет Союзĕ пулнă вăхăтра нимĕн те каламан – ахăртнех, вăрттăнлăх пулнă пулĕ. Бадабер лагерĕнче 1985 çулта иртнĕ восстани пирки юлашки çулсенче çеç пĕлме пуçларăмăр. Асăннă лагерьте Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçлакан тыткăна лекнĕ пирĕн салтаксем асапланнă. Хăшĕсене çак тамăкран çăлăнса тухма шăпа пÿрнĕ...

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Ыр кăмăллăх лотерейин билечĕсене туянăр

Пĕтĕм Раççейри – ветерансен организацийĕн Канашĕ пуçарнипе çĕр-шывра кăçалхипе виççĕмĕш хут ĕнтĕ пирĕн халăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа «Çĕнтерÿ» ятлă ыр кăмăллăх лотерейине ирттереççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле фончĕ 50 процентпа танлашать, урăхларах каласан, кашни икĕ билетран пĕри – вылявлă.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Килĕр, кĕрĕр, канаш илĕр!

Шăмăршă район администрацийĕ çумĕнче патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхĕсем паракан центр (МФЦ) ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумай иртмерĕ-ха. Кунта граждансем пĕр пÿлĕмрех, урăх çĕре чупса вăхăта сая ямасăр тĕрлĕ ведомствăсем паракан çăмăллăхсене илме пултараççĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Ĕç вакансийĕн ярмăркки

ФЕВРАЛĔН 10-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçе вырнаçтаракан центрта ĕç шыракансемпе ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем валли вакансисен ярмăрккине ирттертĕмĕр.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Интереслĕ заняти

Шăмăршăри «Аленушка» ача сачĕнчи аслă ушкăнра («Семицветик») интереслĕ логопед занятийĕ иртрĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

УЭК пирки

Универсаллă электрон карттипе (УЭК) хăш транспортпа çÿренĕшĕн тÿлеме май пур? В.Макаров. Васан ялĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика