Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр шăмăршăсемпе кăмăллă

08 февраля 2014 г.

ÇАК кунсенче «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕнче 2013 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе кăçалхи çул тĕллевĕсене палăртнă. Пухăва Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И.Исаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăннă.

Лесничество директорĕ В.Глухов каланă тăрăх, иртнĕ çул 57,2 гектар вăрмана çĕнетнĕ, 488,3 гектар çинчи вăрман культурисене пăхса тăнă, кăçал валли хунавсем лартса хăварма 40 гектар çĕр хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа, 2013 çулта мĕн палăртни пĕтĕмпех пурнăçланнă.

Лесничествăра хальхи вăхăтра икĕ питомник. Пĕлтĕр вĕсенче 1,2 миллион хунав ÿстермелле пулнă пулсан, ку кăтарту 3,9 миллионпа танлашнă. Маларах вăрман пушарĕсене пула инкек тÿ- снĕ Шупашкар лесничествине кăна 780 пин штук çамрăк хунавпа тивĕçтернĕ. Пĕлтĕр вăрмана вут-кăвартан сыхлас ĕçе те тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ.

И.Исаев министр вара Вăрман законодательствипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă, саккунри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, шăмăршăсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă.

Б.МИШКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика