Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăра – Олимп факелĕ

08 февраля 2014 г.

ХĔЛЛЕХИ Олимп вăййисем уçăлнине халалласа республикăра «Олимпиадăна сĕртĕн» акци йĕркелени хăйне евĕр ырă, симвăлла пулăм. Пирĕн районта ăна ирттерме Шупашкартан Тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ С.Морозова килсе çитнĕ. Паллă спортсмена чи малтан Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта хирĕç тухса кĕтсе илчĕç.

Светлана Николаевна пушă алăпа килмен: ун аллинче – Олимп факелĕ. Ачасем ăна сĕртĕнсе пăхнипе çеç çырлахмарĕç, йăтса спортсменпа пĕрле чупрĕç, сăн ÿкерттерчĕç.

Факел çулĕ малалла Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула выртрĕ. Кунта С.Морозова çамрăк спортсменсемпе Олимп факелне йăтса чупрĕ, кайран ачасене Олимп вăййисен историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, факел пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

Факела район администрацийĕнче ĕçлекенсем те тытса курчĕç. Çăмăлах мар иккен çак «çĕклем» – сакăр килограмм ытларах.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика