Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана чĕререн саламланă

08 февраля 2014 г.

ЭНТĔРЬЕЛ йĕкĕчĕ М.Ванюшин вун çиччĕрех Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕре хутшăннă. 1942 çулхи августра вара унăн та салтак тумне тăхăнма вăхăт çитнĕ.

Вăрçă çулĕсене Михаил Иванович Свердловск хулинче ирттернĕ, çар строительствин батальонĕнче службăра тăнă, патшалăхăн тĕрлĕ наградисене тивĕçнĕ.

Çак кунсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ М.Ванюшин 90 çул тултарчĕ. Тăхăр теçетке – пĕрре те сахал мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ăна, Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă Çырăвне панă май, тата нумайрах пурăнма сывлăх сунчĕ.

– Ват çынна манманни – маншăн пуринчен те пысăк хисеп, чыс, – теме çеç пултарчĕ ялти хисеплĕ çын.

Михаил Иванович хăйĕн ĕмĕрне юратнă мăшăрĕпе Раиса Максимовнапа ирттерет. Вĕсем пĕр çемье çавăрнăранпа та çавра çул: 60 çул хушшинче килте икĕ хĕрпе икĕ ывăл çут тĕнчене килсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Ванюшинсен халĕ вунă мăнук, вĕсен ачисем тăваттă.

Б.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика