КĂКШĂМ Санькки теççĕ ăна ялта. Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕскерĕн çак ят хушамачĕпе çеç çыхăнман... Сакăр вуннăри А.Кувшиновăн кун пирки хăйĕн аса илĕвĕ пур:
– Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пыратчĕ. Атте–фронтра. Анне ирпе ирех вăрататчĕ:
– Санькка, тăратăн пулĕ–пирĕн кăкшăмран хĕвел тухассине кĕтмелли çук.
Хĕвелĕ вара тин кăна хĕрелсе тухать-ха– колхозри ĕç тени кĕтмест, васкатать.
Çамрăклах ĕçе кÿленме тивнĕ Александр Митрофановичăн. Тен, аслисемпе танлашайман пулĕ те, мĕн пур пек вăйне панă: пĕр ĕçрен те пăрăнман. Уйрăмах лаша кÿлме йывăр пулнă Саньккана: хăмăт тăхăнтартма пĕвĕ çитеймен. Çавах та чĕлхесĕр янавар ĕçе тухнах.
Кĕлте турттарнă, капана хывнă чух уйрăмах йывăр тивнĕ ачана. Е ытти ĕçсем çăмăл пулнă тетĕр-и; Вăл вăхăтра ĕç укçи пирки шутламалли те пулман. Тылăн çамрăк ĕçченĕн пĕрремĕш шалăвĕ – кăштах тырă.
– Ăна илсе килсен, анне йĕрсех ячĕ, – аса илет çакна халĕ А.Кувшинов хăй те куççуль витĕр.
Вун тăваттăрах вăрман касса турттарма та тивнĕ А.Кувшиновăн. Лашапа Кучеке çитиех кайнă вĕт. Унпа пĕрле ялти В.Матвеев, Н.Чебондаев та сахал мар нуша тÿснĕ.
Ашшĕне вăрçăран кĕтсе илме тÿр килмен Саньккана – Митрофан Кувшинов çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Сталинград патĕнче татăлнă унăн пурнăçĕ.
Çурма тăлăха юлнă ача вĕренесех тенĕ. Пурнăç йывăр пулин те, çичĕ класс пĕтерме май килнĕ унăн. Вăл вăхăтра çак пĕлÿллĕ çын вĕреннĕ çын шутланнă.
Пурнăç – малаллах: пуласлăх валли професси те суйласа илмелле вĕт. Ачалăхрах лаша тилхепине тытнă каччă шофер пулас тенĕ, 1961 çулта Патăрьелĕнчи ДОСААФ уйрăмĕнче водитель правине илнĕ. Унтанпа вăл мĕн ĕмĕрĕпех руль умĕнче.
– Чи малтанах ГАЗ–51 грузовик шанса пачĕç, – тет «Правда» колхозра нумай çул вăй хунă Александр Митрофанович. – Таçта та çитме тиветчĕ– кустăрмасем миçе çухрăм шутланине пĕр Турă çеç пĕлет пулĕ.
Чăннипех çапла: каярахпа та А.Кувшинов, ачалăхри пекех, «кăкшăмран хĕвел тухасса» кĕтмен – техника паркне чи малтан çитме тăрăшнă. Темиçе тĕрлĕ автомашинăпа ĕçлеме тивнĕ ăна. Колхоз председательне турттарма та ăнах шаннă. Хуçалăха çĕнĕ пушар машини илсе килсен те ун рулĕ умне Кăкшăм Санькки ларнă. Сăмах май, Александр Митрофанович – «ВДПО отличникĕ» паллăна районта чи малтан илнĕ çынсенчен пĕри.
Пуянкассинчи вăтам (ун чух çаплаччĕ) шкулта та ĕçленĕ А.Кувшинов, ачасене автобуспа тĕрлĕ çĕре илсе çÿренĕ, çав вăхăтрах вĕсене техникăна юратма хăнăхтарнă. Шкул пĕтерекенсем каярахпа водитель профессине суйласа илнинче унăн тÿпи те пурах тăр.
Кайăксем те мăшăрлă теççĕ. Ялти ĕçчен те чипер каччă çак ялти Марьенех мăшăр пулма ыйтнă. Мĕнле хирĕçлĕн-ха çакна; Вĕсен çемье телейĕ паян кунчченех тăсăлать. Мария Александровнапа Александр Митрофанович икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Халĕ вĕсен мăнукĕсем кăна вун тăваттăн!
Ватлăха парăнасшăн мар-ха ĕç ветеранĕ. Вăл халĕ те хĕвел тухасса кĕтмест: кил-тĕрĕшре, хуçалăхра ĕç тем чухлех...
В.МИХАЙЛОВ.