Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх?

08 февраля 2014 г.

ПАЛЛАХ, выльăх-чĕрлĕх сасси, тейĕ вулакан. Ĕне тытсан, сысна усрасан, хур-кăвакалпа чăх-чĕп ĕрчетсен сĕтел çийĕ те яланах тулли, хăв çемйÿнтен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутса укçа-тенкĕ те ĕçлесе тума пулать. «Ĕне усраканăн тути çуллă» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем.

Район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕринче – çирĕм килĕллĕ Канаш паççулккинче – Шăмăршă ялĕнчи чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ тенине ĕненетĕр-и; Хам та малтанах шанасшăн марччĕ, анчах кайса курсан, чăваш каланă пек «тытса пăхсан» чăн сăмахăн суйи çуккине куçпа пăхса ĕнентĕм.

Канашра килĕрен икĕ е виçĕ ĕне усрани – тĕлĕнмелле япала мар. Акă Владимирпа Надежда Макаровсем çак выльăха тăватă чун таран тытаççĕ. Ĕнесемсĕр пуçне темиçе пуç сысна та усраççĕ, çăва тухсан кăвакал чĕпписем туянса çитĕнтереççĕ, чăхсен шучĕ те икĕ теçеткерен иртет.

– Макаровсем – чăн-чăн хресченсем, – чунтан ырларĕ çак ĕçчен çемьене паççулккара пурăнакан тăванăм В.Викторов. – Гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторĕсем пĕрре те ахаль тăмаççĕ, хамăр паççулккăра пурăнакансене çеç мар, кÿр-шĕ ялсене те пулăшаççĕ. Вĕсен кăкарса ĕçлемелли техника та çителĕклĕ, Володя ял хуçалăх машинисене хăйех юсаса тăрать.

Макаровсем ял демографине лайăхлатма та хастар хутшăнаççĕ – çулталăк çурă каялла кăна-ха çемьене «пĕчĕк кайăксем» – ытарма çук чипер йĕкĕреш хĕр ачасем килнĕ. Вун пĕрмĕш модельлĕ «Жигули» автомашина туянни те çемье тулăх та тату пурнăçпа пурăннине çирĕплетет.

Макаровсемсĕр пуçне те пĕчĕк ялта хастар çынсем сахал мар. Акă В.Емельянов, П.Егоров, Р.Викторова тата ыттисен хуçалăхĕсем те йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ман тăванăм Владимир Иванович Викторов та – икĕ ĕне хуçи. Хăйсенчен ытлашши сĕте предпринимателе сутаççĕ, çак майпа уйăхне 3-4 пин тенкĕ укçа ĕçлесе тăваççĕ.

Выльăх çими пирки пăшăрханмалли çук: çу кунĕсенче алла çава тытсан ытлă-çитлĕ утă хатĕрлеме пулать. Хирте уйăрса панă çĕр пайĕсенче пĕр çул ÿсекен курăк тата выльăх чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтереççĕ.

Ÿркенмен çынсене чун-чĕререн мухтас килет. Канаш паççулкки çĕнелсе-илемленсе пыни, ачасем çурални ял малашлăхĕ пуррине çирĕплетет.

Шел те, районти кашни ял пиркиех хăпартланса калама çук. Пушă выртакан, çум курăк ашкăрса ÿсекен пахчасене куратăн та та, чĕре ыратать. Ваттисем каланă тăрăх, вăрçă кĕрленĕ çулсенче те çĕре акмасăр хăварман вĕт-ха, вăйсăр лашапа е вăкăрпа сухаласа пулин те çĕр ĕçне тунă. Мĕн пулчĕ сана, ял-йышăм; Унччен ирсерен виçĕ-тăватă кĕтÿ хăвалакан ялта халĕ пĕр кĕтÿлĕх те ĕне выльăх пуçтарăнмасть. Сĕт хакĕ чылай ÿссен те, ĕне усракансен йышĕ нумайланчĕ теме çук. Хамăр вара, района пысăк пуçлăх килсен, «ĕç çук, укçа тума май çук» тесе мĕскĕнленетпĕр. Хамăршăн хамăр тăрăшмасан, пире кам ырлăх-пурлăх туса парĕ-ха; Патшалăх хыснин ахаль те çĕр те пĕр шăтăк, хăшне малтан сапламаллине те пĕлмелле мар.

Картишне кĕрсен мĕн сас лайăх; Шел, нумай килте кушак çухăрнисĕр пуçне урăх ним сассине те илтместĕн паян. Е эрех-сăмакун ĕçсе сĕрĕмленнĕ кил хуçи хутлă-хутлă намăс сăмахпа ахăрашни хăлхана пырса кĕрет. «Ĕç çук та, ĕçетĕп», – тÿрре кăларасшăн вăл хăй мĕншĕн черкке енне туртăннине....

Ял хуçалăхне аталантарасси пирĕн экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать.

Чăваш Республики ĕçе пуçăнакан фермерсене тата çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене пулăшу парас енĕпе йышăннă программăсене пурнăçлама хастарлăн хутшăнни пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарма хавхалантармалли хушма сăлтав пулса тăчĕ.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен малашне те килти хушма хуçалăхсенчен хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелес ĕçре пур енĕпе те пулăшса пымалла.

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика