Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисен концерчĕ

15 февраля 2014 г.

Шăмăршăри «Сказка» ача сачĕ шăпах пĕр çул каялла уçăлчĕ. Ун чухне райцентрти 108 ача çак учрежденин алăкĕнчен пĕрремĕш хут кĕчĕ.

Çулталăк хушшинче ача сачĕ хăш-пĕр çитĕнÿ тунă. Учреждени республикăри «Çутçанталăк тата ачасем – пĕр планета çинче» конкурсăн «Планетăна йĕркене кĕрт» номинацийĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Елена Верьялова воспитательница «Çулталăкри воспитатель» муниципаллă конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Ача сачĕ уçăлнăранпа пĕр çулталăк çитнине халалланă концертра чи кĕçĕннисен пĕрремĕш ушкăнĕнчи ачасем «Манăн» ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Иккĕмĕш ушкăн вара кайăксен хаваслă «зарядкине» кăтартрĕ. Вăтам ушкăнри ачасем «Антошка» юрăпа, аслă ушкăнри воспитанниксем «Алсиш» юмах инсценировкипе килентерчĕç. Выпускной ушкăнри ачасем «Ача сачĕ» ташă композицийĕ кăтартрĕç. Учрежденире ĕçлекенсем ача сачĕ çинчен çырнă юрă шăрантарчĕç. Уяв концертĕнче «Буратино» юмахри сăнарсем пĕчĕккисемпе тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç, пурне пылак çимĕçсемпе сăйларĕç.

Л.САБАНОВА, «Сказка» ача сачĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика