Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

15 февраля 2014 г.

«01» вырăнне – «101»…

Январĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа васкавлă службăсене «101», «102», «103» тата «104» номерсемпе шăнкăравламалла. Çак улшăнусем РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕреççĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Асăрхануллă пулăр!

СИВĔРЕ çынна ăшă кирлĕ: шăннă хыççăн киле кĕме васкатпăр. Хăш-пĕр чухне вара çакă инкекпе те вĕçленме пултарать – ытлашши «ăшăнса» каясси те инçех мар.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Хамăр тăрăшмасан, кам?

1. Шухăшлар-ха, калаçар... Ас тăватăп-ха, район хаçатĕнче вăй хума тытăннă малтанхи çулсенче Анат Чаткас ялне килсен урамра ача нумаййинчен тĕлĕнеттĕм. Хĕлле йĕлтĕрпе е çунапа ярăнатчĕç, «вăрçăлла» вылятчĕç, çу кунĕсенче те урам тулли вĕт-шакăр чупатчĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Аталану çулĕпе

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăх умĕнче отчет тăвасси пуçланчĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Лайăххи те пур, начарри те…

ЧĔПСЕНЕ кĕркунне çеç мар, хĕлле те шутлаççĕ. Тунти кун Пуянкасси ял тăрă- хĕнче пурăнакансен умĕнче ял пуçлăхĕ А.Кузьмин иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталану пирки халăх умĕнче отчет турĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Сăмакун сутма чарасшăн

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Виктор Звагельский журналистсене пĕлтернĕ тăрăх, РФ Уголовнăй Кодексĕн 171 статйи мĕнле пурнăçланни пирки малашне йĕрке хуралçисенчен çирĕп ыйтма пуçлĕç.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Терроризмпа экстремизм – пĕр сăпкара…

СИЕНЛĔ Интернет-сайтсем çынсен ăс-тăнне хавшатас, психика çине япăх витĕм кÿрес, çынсене тĕрлĕ сектăсене явăçтарас тата ытти тĕллевсене мала хураççĕ. Вĕсен серепине çакланакансем терроризм е экстремизм çулĕ çине тăни паллă.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Бизнес-плансене хÿтĕленĕ

Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе ярассишĕн тăрăшнине район администрацийĕ ырласа йышăнать. Акă çак кунсенче кăна-ха 3 бизнес-плана пăхса тухрăмăр.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

«Фанфурик» – пĕчĕк «шуйттан»…

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пирĕн района ĕçлĕ çÿл çÿревпе килсен хăйĕн сăмахĕнче сывă пурнăç йĕркин ыйтăвне çивĕч çĕклерĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Пĕчĕккисен концерчĕ

Шăмăршăри «Сказка» ача сачĕ шăпах пĕр çул каялла уçăлчĕ. Ун чухне райцентрти 108 ача çак учрежденин алăкĕнчен пĕрремĕш хут кĕчĕ.

Подробнее...

15 февраля 2014 г.

Çур аки ыйтăвĕпе

Çак кунсенче Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес ыйтăва çивĕч хускатнă.

Подробнее...

12 февраля 2014 г.

Чиркÿ куполне хăпартаççĕ

2013 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕ Виçпÿрт Шăмăршă ялĕн тата районти чиркÿсен историйĕнче хăйне евĕр паллă событипе палăрса юлчĕ – çак кун ялти Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ çĕнĕрен (юсаса çĕнетнĕ хыççăн) уçăлнă ятпа пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ.

Подробнее...

12 февраля 2014 г.

Афганистан – асăмра ялан

Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитет.

Подробнее...

12 февраля 2014 г.

Патшалăх пулăшăвĕ сисĕмлĕ

«Шăмăршă хыпарĕ»хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пирĕн района ĕçлĕ çул-çÿревпе килсен граждансем панă ыйтусем çине хуравсене малалла пичетлет.

Подробнее...

12 февраля 2014 г.

Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн

Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ Чăваш Енре вун саккăрмĕш хут старт илчĕ.

Подробнее...

12 февраля 2014 г.

Культура çулталăкĕ уçăлчĕ

2014 çула Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкĕ тесе йышăннă. Февралĕн 7-мĕшĕнче район çыннисем Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрне хамăр районта Культура çулталăкĕ уçăлнине халалланă савăнăçлă мероприятие пухăнчĕç.

Подробнее...

12 февраля 2014 г.

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ĕçчен çынсем пур, тăрăшмалла кăна»

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ир-ирех ĕç вырăнĕнчеччĕ. Журналистпа калаçса ларма вăхăчĕ сахалччĕ пулин те (халь-халь Шупашкара тухса каймалла), Валерий Петрович район хаçачĕ валли интервью пама килĕшрĕ.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Сакăр урамлă Васан ялне пырсассăн…

Васан ялĕ ĕлĕкренех, таврари пысăк ялсенчен пĕри пулнă май маттурлăхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, куштанлăхĕпе те ыттисенчен уйрăларах тăнă. Ял ячĕ те «Большое Буяново» та, ыттисенчен мăнкăмăллăрах тыткалама хăнăхнă пуль çав çак ялсем авалтанах.

Подробнее...

08 февраля 2014 г.

Математика эрни

Нумаях пулмасть Васанти тĕп шкулта математика эрни иртрĕ. Конкурса 7-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика