Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулăр!

15 февраля 2014 г.

СИВĔРЕ çынна ăшă кирлĕ: шăннă хыççăн киле кĕме васкатпăр. Хăш-пĕр чухне вара çакă инкекпе те вĕçленме пултарать – ытлашши «ăшăнса» каясси те инçех мар.

Халĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хваттерсене харпăр-хăй газ оборудованийĕпе хутса ăшăтаççĕ. Кун пек чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Газ хуранĕсене вара пăхсах, тĕрĕслесех тăмалла. Ытларах çынсем сĕрĕм тивнипе аптăраççĕ. Инкек ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха?

Хăрушсăрлăх правилисем:

– тĕтĕмпе вентиляци каналĕ-сене юсавлă тытмалла, тасатсах тăмалла, вĕсене харпăр-хăй тĕллĕн улăштармалла мар;

– тĕтĕмпе вентиляци каналĕ-сен туртăм вăйне газ хуранне чĕртес умĕн те, кайран та тĕрĕслемелле;

– вĕсене хупламалла е картламалла мар – сывлăш ирĕклĕн пыма пултартăр;

– юсавсăр газ приборĕсемпе усă курма юрамасть;

– газпа усă курас ĕçе ачасене ан шанăр.

Пÿлĕмре газ шăрши тухсан, «кăвак çулăма» çийĕнчех сÿнтермелле, крансене лайăх хупмалла, чÿрече форточкисене уçмалла, хĕлхем кăларма пултаракан электроприборсемпе усă курмалла мар, шăрпăк чĕртме юрамасть.

Инкек сиксе тухсан çийĕнчех 04 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика