Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă пухăва хутшăннă

23 апреля 2014 г.

Савăнăçлă пухăва хутшăннă

 Апрелĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунне паллă тунă. Савăнăçлă пуху ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ Николай Малов хутшăннă. Чăваш патшалăх драма театрĕн залне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем йышлăн пуçтарăннă. Шăмăршăсен делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ертсе пынă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ĕçченĕсене наградăсем панă. Вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Аркадий Кузьмина Тав çырăвĕпе тата сехетпе чысланă. Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхне Эльвира Жамкована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп Грамотипе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика