Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

26 апреля 2014 г.

Виталий Чернов: "Радиаци пайăрки - чĕре варринче"

Кашни çулах, апрель уйăхĕн вĕçĕнче, вăл çĕнĕ костюмĕ çине наградăсем çакать, вара темиçе юлташĕпе пĕрле Шăмăршă масарĕ еннелле утаççĕ. Кунта ĕмĕрлĕхех канăç тупнă чернобылецсен - В.Старшовпа В.Никитинăн вил тăприсем çине чĕрĕ чечексем хураççĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Шăмăршăра Феодор епископ пулчĕ

МĂН КУН эрнин тăваттăмĕш кунĕнче, апрелĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн района Шупашкарпа Чăваш митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор килчĕ. Вăл Шăмăршă тата Патăрьел округĕсенчи священниксемпе пĕрле Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркỹре Мăн кун кĕллине ирттерчĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Конкурссене хутшăнаççĕ

Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача садне çỹрекенсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Чăваш чĕлхипе литература эрни

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Эрнен пĕрремĕш кунĕнче классенче "Тăван чĕлхене мĕншĕн вĕренмелле?" темăпа калаçу урокĕ иртрĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Пĕчĕк пулсан та, футбол…

"Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче мини-футболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Çак ăмăрту шкул ачисен XXVI Спартакиадин зачетне кĕрет.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Килĕштереççĕ акватлон вăййине

"Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче акватлон енĕпе район ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак ăмăрту шкул ачисен XXVI Спартакиадин зачетне кĕрет.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Ют пурлăха куç хывсан…

2014 çулхи январь-март уйăхĕсенче район территорийĕнче 38 преступлени пулса иртнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 53). Преступленисен 93,3 процентне уçса панă.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Тимлĕх, тепĕр хут тимлĕх

Кăçалхи 3 уйăхра район территорийĕнче 3 авари пулнă. Вĕсенче 1 çын вилнĕ, 4 çын аманнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 2 аварире 1 çын вилнĕччĕ, 1 çын аманнăччĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

"Тăван ялна юрат, тăванăм!"

"Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн тата Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕсем, Наци паркĕн территорийĕнче вырнаçнă вăрманти пĕчĕк ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе, "Тăван ялна юрат, тăванăм" конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Савнă енĕм - Чăваш çĕр-шывĕ…

Апрелĕн 29-мĕшĕнче эпир Чăваш Патшалăхĕн символĕсен кунне паллă тăватпăр. Пирĕн символсем Патшалăх Гербĕпе Ялавĕ тата Гимнĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Ĕç вырăнĕсене хаклаççĕ

Кăçал федерацин "Ĕç условийĕсене ятарлă хак парасси çинчен" саккун вăя кĕчĕ.

Подробнее...

26 апреля 2014 г.

Сывлăх кунĕ - кашни çын валли

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи апрелĕн 18-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе 2014 çулта Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттермелли вăхăта палăртнă.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Г.Габитова - çулталăкри чи лайăх учитель

Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче районта педагогсен професси ăсталăхĕн "Çулталăк учителĕ - 2014" конкурсĕ иртрĕ.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Килте ларсан та, пĕлĕве ỹстер

Ним пытармалли те çук: ачине пăхма вăрахлăха отпуск илнĕ хĕрарăм пыра-киле хăйĕн квалификацине чакарать, пĕлỹ шайĕ те ỹссе пымасть. Çакна шута илсе ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăк ача амăшĕсене професси (хушма професси) илме пулăшассишĕн тăрăшать.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Ачасен çуллахи канăвĕ усăллă ирттĕр

Часах шкул ачисен çуллахи каникулĕ те çитет. Ăна мĕнле ирттересси пирки ашшĕ-амăшĕ паянах пуçне ватать. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ В.П.КУЗЬМИНА шкул ачисен çуллахи канăвне мĕнле йĕркелеме палăртни çинчен каласа парать:

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Армспорт - юратнă вăйă

Çак кунсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулăн спорт залĕнче армспорт енĕпе район ăмăртăвĕ иртрĕ.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Шывра ишни сывлăха тĕреклетет

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕнче шывра ишессипе районти шкул ачисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак ăмăрту вĕренекенсен 26-мĕш Спартакиадин зачетне кĕрет.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

"Анне" юрăпа мала тухнă

Апрелĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм çĕр-шыври чăвашсен эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" XV фестиваль-концерчĕ иртнĕ.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Вăй парсам, ывăлна, Çĕр анне!

Хресчен ывăлĕ пулнăранах пуль, çур акине эпĕ пысăк хавхаланупа кĕтсе илетĕп. Иртнĕ эрнере хуçалăхсене те, фермерсем патне те темиçе хутчен шăнкăравларăм, "хире тухман-и? - тесе интереслентĕм. Шăмат кун пур çĕрте те тенĕ пекех хĕрỹ ĕç пуçланнă. Тунти кун алла фотоаппарат тытса, кĕсьене блокнотпа ручка чиксе çĕр ĕçченĕсем патне васкарăм.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Савăнăçлă пухăва хутшăннă

Апрелĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунне паллă тунă. Савăнăçлă пуху ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ Николай Малов хутшăннă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика