Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

23 апреля 2014 г.

Илемлĕн янăрарĕ тутар юрри-кĕвви

Пирĕн районта Культура çулталăкне халалланă тĕрлĕ мероприятисем нумай иртеççĕ. Çак кунсенче акă Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕнче район уявĕ - Тутар культурин кунĕ иртрĕ. Тутарсен наци йăли-йĕркине, илемлĕ пултарулăхне упрасси, малалла аталантарасси, вĕсемпе ытти наци халăхĕсене паллаштарасси тата туслăха çирĕплетесси "Татар Моны" уявăн тĕп тĕллевĕ пулчĕ.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Донор - пурнăç парнелекен

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Анат Чаткасра Донор кунĕ иртрĕ. Çак ĕçе пĕтĕмĕшле (çемье) тухтăр практикин офисĕнче вăй хуракансем йĕркелерĕç. Республикăри юн илекен станци сотрудникĕсем юн паракансене ăшă кăмăлпа йышăнчĕç.

Подробнее...

23 апреля 2014 г.

Экологие хỹтĕлемелли кунсем

Раççей Федерацийĕн Правительстви 1996 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче йышăннă "Экологи хăрушсăрлăхне хỹтĕлемелли кунсем ирттересси çинчен" Постановление пурнăçласа тата район территорийĕнче йĕркеллĕ экологи лару-тăрăвĕ туса хурас тĕллевпе, районта апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен Экологи хăрушсăрлăхне хỹтĕлемелли кунсем ирттерме йышăннă.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Коля Симурзина - Хĕл Мучи парни

Вырăс Чукалĕнчи Коля Симурзин, ачаранпах инвалид пулнăскер, пĕрремĕш класа шкула çỹрет. Унăн тахçанхи çутă ĕмĕчĕ - ноутбуклă пуласси. Кун пирки вăл Великий Устюг хулине - Хĕл Мучи патне çыру та çырса янă, хăйне ноутбук вĕренỹре тата пушă вăхăта усăллă ирттерме çав тери кирлине пĕлтернĕ.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Инженер-строителĕн сăваплă ĕçĕ

Виçпỹрт Шăмăршăри А.Савельев - ялти ят-сумлă çынсенчен пĕри. Александр Иванович хăйĕн пĕтĕм пурнăçне строительство ĕçĕнче ирттерет.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Пурте тăрăшсан - ял илемленетех!

Кĕçнерни кун Шăмăршăра та, районти ялсенче те чăн-чăн ĕç уявĕ пек иртрĕ. Тăван яла, тавралăха тирпей-илем кĕртме пин-пин çын хутшăнчĕ. Ваттисем те, вĕттисем те пĕтĕм халăх ĕçĕнчен тăрса юлмарĕç.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Сергей Димитриев: "Шăмăршăсем - ĕçлеме юратакан харсăр çынсем"

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче пирĕн Шăмăршă районĕнче Чăваш Республикинчи патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертỹçи С.Димитриев пулчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх калаçу ирттернĕ хушăра, Сергей Петровича район çыннисем ытти ыйтусем те пачĕç, республика пурнăçĕнчи проблемăсене те çĕклерĕç.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Лартар-ха, тăван, улма йывăççи

Улма-çырла йывăç-тĕмĕсене хăçан лартсан лайăхрах - çуркунне е кĕркунне? Улмуççи, груша, слива, чие тĕмĕ кĕркунне те, çуркунне те лайăх чĕрĕлет - лартмалли вăхăтсене çирĕп пăхăнмалла çеç. Виноград, чие лартмалли чи лайăх кунсем - юр ирĕлсе пĕтсенех: ăшша юратакан культурăсем хĕле хирĕç шăнма пултараççĕ. Улма-çырла тĕмĕсем те çуркунне лартнине килĕштереççĕ - ку ĕçе кĕрхи кунсене хăварсан вĕсене лайăх хупламалла.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

"Георги хăйăвĕ" акци старт илет

Апрелĕн 24-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра "Георги хăйăвĕ" ятлă акци старт илет, вăл майăн 9-мĕшĕччен пырать. Çак акци - Тăван çĕр-шывăн чи пысăк наградисенчен пĕрне - Мухтав орденне хисеп туни.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Типĕ курăка ан çунтарăр!

Пухăннă çỹп-çапа çунтарма тытăннă çурхи-çуллахи тапхăрта пушарсем тухасси ỹссех пырать. Типĕ курăка çунтарнă чух пурăнакан е ытти çуртсем, вăрмансем çине вут-çулăм ан ỹктĕр тесе Раççей Правительствин 2014 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнчи 113 номерлĕ йышăнăвĕпе Пушар хăрушсăрлăх правилисене улшăнусем кĕртнĕ.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Халăхпа тĕл пулнă

Юн кун, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Подробнее...

19 апреля 2014 г.

Кăмăлу пулсассăн - кай эс Мускава…

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вăхăтлăха Раççейри урăх регионсене ĕçлеме кайма та сĕнет.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Йывăç ларт - ял илемленĕ

Районта "Йывăç ларт тата ăна упра" акци старт илчĕ. Чăн малтисен шутĕнче Васан ял тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçе пуçăнчĕç.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Йышпа тухсан, ĕç ăнать

Ялсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăха Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем те хастар хутшăнаççĕ. Аслă Мăн кун умĕн кашни çемьех хăйсем пурăнакан çурт умне тирпейлесе тухасси çирĕп йăлана кĕнĕ.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Кайăксен юррипе, çăл куçсен кĕввипе…

Шăмăршă районĕнчи чи илемлĕ, пурсăмăршăн та чи хаклă вырăнсенчен пĕри - "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе 1993 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Утарçăсем валли

Апрелĕн 3-7-мĕшĕсенче Калуга облаçĕнче "Мир пчел в ЭТНОМИРе" ятпа выставка тата "Современное пчеловодство: проблемы и их решения" Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртрĕç. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль çĕр-шывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ученăйсемпе практиксем пуçтарăннăччĕ.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Хăвна ху сыхла, çамрăк çыннăм!

"Усаллине вĕренме йывăр мар, ыррине тума вара пурте пултараймаççĕ", - тенĕ ваттисем. Усал йăласене - наркомание, эрех-сăра ĕçессине, пирус туртассине - уйрăмах çамрăксем хăвăрт хăнăхаççĕ.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Халăх музейĕнче - çĕнĕ экспонатсем

Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн Культура министерстви ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕшĕн Васанти халăх краеведени музейĕн директорне Герман Ларшникова "Муниципаллă культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" ят панă.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Видеосăнав камери вырнаçтарнă

Муниципаллă тĕллевлĕ "Хăрушлăхсăр хула, ял" программăна пурнăçласа, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ ялти тĕп урамра видеосăнав камерине вырнаçтарнă.

Подробнее...

16 апреля 2014 г.

Пуçаруллисене хавхалантарма

Ялта пурăнакан пуçаруллă çынсене патшалăх укçапа хавхалантарать. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районти муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕрке проекчĕпе паллаштарнă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика