Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

09 апреля 2014 г.

Çурхи призыв старт илчĕ

Чăваш Енре "Çурхи призыв - 2014" старт илчĕ. Республикăри çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурхи призыв вăхăтĕнче Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсене Чăваш Енрен 1,9 пине яхăн çамрăка, Раççейĕпе вара 154 пин çынна службăна илĕç.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Депутатсем отчета çирĕплетнĕ

Апрелĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕнче Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 27-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ - район Пухăвĕн председателĕ М.Хамдеев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăннă.

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Чунпа та, юнпа та - çĕр çынни

Сирĕн çине ăшшăн кулса пăхакан кĕреш пек патвар арçын - "Мир" ЗАО тракторисчĕ Мерван Фахрутдинов.

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Эмелпе те, ăшă сăмахпа та…

Ял пурнăçĕ çăмăл мар, анчах хăйне евĕр илемлĕ. Уйрăмах вăрманлă, улăх-çаранлă Кивĕ Чукал тăрăхĕ хăй патне илĕртсе тăрать. Сывлăшĕ кăна мĕнле сиплĕ! Вăрманта çăка йывăççисем çеçке çурнă чух таврана пыл шăрши сарăлать. Çĕр-çĕр кайăк юрă шăрантарса чун-чĕрене хавхалантарать...

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Иван Васильевич профессине улăштарман

Сассине хăпартмасăр, çемçен калаçать вăл, ял хуçалăх темине çĕклесен вара цифра хыççăн цифра асăнса тĕлĕнтерет.

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Вĕренỹре - отличниксем, обществăлла ĕçре - чи хастаррисем

Вĕренỹри тата обществăлла ĕçсенчи хастарлăхшăн Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти виçĕ вĕренекен кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Ку статьяра вĕсемпе паллаштаратпăр.

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Сиенлĕ йăласемпе кĕрешмелле

Çак кунсенче район администрацийĕнче право йĕркине пăсасран асăрхаттарас, наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешес тата çул çитмен çамрăксем хушшинче профилактика туса пырас енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ларăва право йĕркине пăсасран профилактика туса пырас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси председателĕн çумĕ - район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева ертсе пынă.

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Вăхăтра аксан тырăллă пулăпăр

"Çăкăртан асли çук", - тенĕ ваттисем. Çăкăр çĕр çинче çитĕнет. Çавăнпа та "çĕр" тата "çăкăр" сăмахсем пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăнса тăраççĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ районĕсенче ырлăх-пурлăх нумай. Анчах та эпĕ çăкăра ăçта та пулин шыраса тупнă тенине илтмен. Вăл хăй тĕллĕн çитĕнмест. Ăна çĕр ĕçченĕн ылтăн аллисем кăна пăхса ỹстереççĕ.

Подробнее...

05 апреля 2014 г.

Пенси ỹснĕ

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 процент ỹснĕ, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан тỹлевсем тата соцпакет хакĕ - 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ февраль уйăхĕнчи ỹсĕмрен 1,7 процент пысăкланать. Çапла пĕлтерет РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Карты для безналичной оплаты

Использование на транспорте общего пользования на территории Чувашской Республики карт для безналичной оплаты проезда осуществляется в соответствии с Правилами реализации и использования карт для безналичной оплаты проезда на транспорте общего пользования: утвержденными постановлением Кабинета Министров Чувашской Республики от 31 декабря 2013 года № 566 «О картах для безналичной оплаты проезда на транспорте общего пользования на территории Чувашской Республики».

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Çĕнĕ професси илеççĕ

Çулталăк пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнă 10 çынна çĕнĕ професси илме тата квалификацие ỹстерме вĕренме ячĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Çĕр улми тăшманĕ

"Кăçал çĕр улмине укçалла туянма тивет, - пăшăрханăвне пытараймарĕ пĕлĕшĕм. - Тăвансен вăл ăнса пулчĕ те пире те темиçе михĕ илсе килсе пачĕç. Йĕркеллĕ çисе те кураймарăмăр. Шалтан çĕрсе те пĕтрĕç пулмалла, вĕтĕ хурт тапăннă пек те туйăнчĕ". Сывлăха сиен кỹме ĕлкĕриччен тухса пăрахнă ыттине те вăл. Темиçе улмине тĕрĕслеве памалла пулнă-ха ĕнтĕ: паразит-и вăл е чир?

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Тархасшăн, кĕрсе тухăр!

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал ĕç шыраса 157 çын пычĕ. Вĕсенчен 133-ĕшне ĕçе вырнаçтарма май килчĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Ача амăшĕн капиталĕ пулăшнипе

"АЧАЛЛĂ çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем" Федераци саккунĕ вăя кĕнĕренпе - çичĕ çул хушшинче - Шăмăршă районĕнчи 806 çемье ача амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Субсиди - пысăк çăмăллăх

Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая, пурăнмалли çурт-йĕрпе комуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹленĕ чух субсиди пама ыйтса, кăçал 400 ытла çемье пычĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Çара каяссинчен пăрăнсан

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче кăçалхи çурхи призыв ыйтăвĕсемпе ятарлă брифинг пулса иртнĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Медицинăри çĕнĕлĕхсем

Шупашкрти ача-пăча республика клиникин хирургĕсем операци тунă чухне пĕр портлă тытăмпа усă курма пуçланă. Мĕнле çĕнĕлĕх-ха ку? Хирургсем операци вăхăтĕнче пациентăн вар-хырăм хăвăлĕнче пĕчĕк касăк çеç тăваççĕ. Çакна хирурги мелĕпе - лапароскопипе - пурнăçлаççĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Кĕркунне - пĕрремĕш класа!

ÇАК кунсенче район центрĕнчи "Юмах" ача садĕнчи хатĕрленỹ ушкăнĕн воспитанникĕсем Шăмăршăри вăтам шкулта хăнара пулчĕç.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Сиенлĕ йăласемпе пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле

Мартăн 28-мĕшĕнче район администрацийĕнче право йĕркине пăсасран асăрхаттарас, наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешес тата çул çитмен çамрăксем хушшинче профилактика туса пырас енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ларăва право йĕркине пăсасран профилактика туса пырас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси председателĕн çумĕ - район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева ертсе пынă.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Шăлĕсене шутлама ан манăр

Тин çуралнă пăрăва мĕнлерех пăхмалла-ха? Çакăн çинчен И.П.Портнов ветеринари тухтăрĕ каласа парать.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика