Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

02 апреля 2014 г.

Хăвна ху сыхла, çамрăк çыннăм!

"Усаллине вĕренме йывăр мар, ыррине тума вара пурте пултараймаççĕ", - тенĕ ваттисем. Усал йăласене - наркомание, эрех-сăра ĕçессине, пирус туртассине - уйрăмах çамрăксем хăвăрт хăнăхаççĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

"Юрамасть!" - терĕç вĕренекенсем…

"Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" тата "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцисене хутшăнса, районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ

Акционерсен "Промтрактор" уçă пĕрлешĕвĕнчи цехран чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ - "АГРОМАШ - 4000" - тухнă. Историллĕ çак саманта курма, çĕнĕ производствăпа паллашма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен яваплă çынсем килсе çитнĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Саккуна улшăнусем кĕртнĕ

Кăçалхи мартăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптă- кĕсем парасси çинчен" Саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" Саккуна алă пуснă.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

ГТОпа туслашсан - çирĕп сывлăх пулĕ сан!

КИЛТИ ăпăр-тапăра тирпейленĕ чухне куç умне "БГТО" тесе çырнă значок лекрĕ. "Значок-тăк значок, мĕн вара" - тейĕ вулакан. Эпĕ вара ун пек каламан пулăттăм. БГТО значок ман ỹсĕмри çынсемшĕн хăйне евĕр пĕрремĕш награда пулнă вĕт-ха. Ăна çĕнсе илессишĕн, физкультурăпа спорт нормативĕсене пурнăçлассишĕн кашни арçын ачапа хĕр ачах тăрăшнă.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Умра тăракан тĕллевсем:

2014 Çулта районăн:

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Пĕр кунхи ĕç укçине куçарнă

Район çыннисем Крым çур утравĕнче пурăнакансене укçа-тенкĕпе пулăшма тытăнчĕç.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Пурте - тирпей-илем тума!

Тăван тавралăхшăн тăрăшас, халăха кăмăл-сипет тата экологи тĕлĕшĕнчен воспитани парас, ялсен сăн-сăпатне лайăхлатас тĕллевпе районта кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен тирпей-илем уйăхлăхне ирттерме йышăннă.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Хапха умне çитиччен…

Паянхи çанталăк çуркуннехине аса илтермест пулин те (ирпе 5 градус сивĕччĕ), хĕл иртни сисĕнет-сисĕнетех. Акă часах тăруках ăшăтса ярĕ те, хресченĕн уй-хире тухма та васкамалла пулĕ.

Подробнее...

02 апреля 2014 г.

Пуçаруллисене ăнăçу сунар

" ...Предпринимательлĕхе пулăшассине, производствăна модернизацилессине панă оборудованине çĕнетессине уйрăмах тимлĕн пăхмалла", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку тĕлĕшпе ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене предприниматель ĕçне явăçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Человек и закон

Батыревским районным судом 13 марта 2014 г. вынесен обвинительный приговор 42-летнему жителю деревни Верхнее Буяново Шемуршинского района Р.С.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Пĕринчен тепри маттур

МАРТĂН 23-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикинчи вăтам ỹсĕмри хĕр ачасем хушшинче самбо кĕрешĕвĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Ан турт, Ваççа, чире кайăн!

Шел пулин те, пирус-сигарет туртасси нумай çыншăн хăнăхнă йăла пулса тăнă. Усал йăла! Ахальтен мар ĕнтĕ паллă тухтăр С.П.Боткин, чĕре чирĕпе вилмеллех аптăранăскер, ĕмĕрлĕхех куçне хупас умĕн çапла каланă: "Енчен те эпĕ туртман пулсан, тата темиçе çул пĕр асапсăрах пурăнма пултарнине ĕненсе уйрăлатăп сиртен. Тархасшăн, табак ан туртăр, çак наркăмăша пуçĕпех тĕп тăвассишĕн пĕтĕм вăя хурса кĕрешме тархасласах ыйтатăп".

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Шавла, кашла, сĕм вăрман!

Вăрмана тата унăн пуянлăхне упрасси - кашнин тивĕçĕ. Çĕр планетăра унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ юлашки вăхăтра 38 млн тăваткал километрпа танлашать (тип çĕрĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ). Вĕсенчен 13 проценчĕ çут çанталăкăн сыхлăх территорине кĕрет.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Хăшĕ чăтăмлăрах?

СĂМАХĂМ - чăтăмлăх пирки. Хăшĕ чăтăмлăрах - хĕрарăм-и е арçын-и? Ăсчахсем палăртнă тăрăх хĕрарăм арçынтан чылай çирĕпрех. Вĕсем пĕр ĕçе тусассăн иккĕмĕшĕ часрах ывăнать. Кахал пулнăран мар иккен.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Инвалидсен конференцийĕ

ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче мартăн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри куç начар куракансен обществин Патăрьелĕнчи организацийĕн конференцийĕ иртрĕ.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Кулать те, йĕрет те пуш уйăхĕ…

ПУШ (март) - уйăхĕ ултавлă: пĕрре йĕрет, тепре ахăлтатса кулать. Хĕл çуркуннене хăрата-хăрата ирĕлет. Юр вăхăтсăр, ир ирĕлме тытăнсан - вăраха тăсăлса пĕтет. Пуш уйăхĕнче шыв пăртан, юр çĕр çумĕнчен уйрăлаççĕ.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Эх, илемлĕ юррисем, килĕшỹллĕ ташшисем!

Мартăн 25-мĕшĕнче, Раççейри культура ĕçченĕсен кунĕнче Шăмăршăра, районти культура аталанăвĕн центрĕнче ирттернĕ фестиваль пĕтĕмлетĕвĕн мероприятине - Гала-концерта халăх йышлă пухăнчĕ.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Кам пуçтарĕ çỹп-çапа? Татах тăкĕç-ши вара?

ШĂМĂРШĂ шкулĕнчи пĕр вĕрентекен (хушаматне асăнма хушмарĕ) ачасене "Тăван ял" темăпа сочинени çыртарнă. Пĕр сочинение мана вулаттарчĕ те, ача пирĕн район центрне мĕн тери тĕрĕс сăнланинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.

Подробнее...

28 марта 2014 г.

Евген аппана телевизорпа кăтартрĕç

ÇАПЛА, çапла, "Россия 1" каналпа Карапай Шăмăршăра пурăнакан Евгения Алексеевна Степанована кăтартрĕç. Мĕнпе чапа тухнă-ха çак сăпайлă та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ? Чун-чĕрене хускатакан ал ĕç япалисемпе, асамлă тĕррисемпе тата çипрен çыхса тунă ытти илемлĕхпе.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика