Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

12 апреля 2014 г.

Чи вăйлисем палăрчĕç

Кĕçнерни кун "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăхра ĕçлекенсен XIII Спартакиадин зонăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Шăмăршă, Елчĕк, Канаш тата Комсомольски район администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Хавхаланса, çутă ĕмĕтпе ĕçленĕ

2014 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнине халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Вут-кăвар ан тухтăр тесе

Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн специалисчĕсем çак кунсенче Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пулса халăхпа курса калаçнă.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Каллех - ылтăн медаль

Шăмăршăри М.Денисов ячĕллĕ урамра пурăнакан Тĕнче, Европа тата республика чемпионĕ В.Шуряков кире пуканĕ çĕклес тĕлĕшпе хăйĕн "спорт формине" яланах кирлĕ шайра тытса тăма тăрăшать.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Сиенлĕ йăла - пирĕншĕн ют

Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассишĕн тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Культура ĕçченĕсен канашлăвĕ

Апрелĕн 3-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче культура ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ, халăх канăвне интереслĕрех те лайăхрах йĕркелес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсене сỹтсе явнă.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Çĕнĕ меслетпе ỹкереççĕ

Нумаях пулмасть Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнче воспитательсен семинар-практикумĕ иртрĕ. Хальхинче калаçу пĕчĕккисен творчество пултарулăхне "ГРАТТАЖ" ỹкерỹ техникипе малалла аталантарсси çинчен пычĕ. Семинарта мана çак темăпа доклад туса пама сĕнчĕç.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Елена Воробьева - чи маттурри

"Çулталăк воспитателĕ - 2014" район конкурсĕ вĕçленчĕ. Иккĕмĕш тур Шăмăршăри "Юмах" ача садĕнче иртрĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Çĕр-аннене хỹтĕлер

Çак кунсенче Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта Çĕр-анне кунне уявларĕç. Чăн малтан ачасене класс ертỹçи çак уяв çинчен каласа пачĕ, хуласенче, ялсенче ăна мĕнле паллă тунипе паллаштарчĕ. Кăçал Мускав хулинче темиçе минутлăха урамри çутăсене сỹнтернĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Кредит илеççĕ - хуралтăсене çĕнетеççĕ

Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче районта пурăнакан 213 хуçалăх патшалăхран 52178 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Раççей вăйĕ - халăхсен туслăхĕнче

Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Шăмăршăри вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ Интернационалла клуб членĕсем Раççейри çамрăк интернационалистсен "Раççей вăйĕ-халăхсен туслăхĕнче" фестивалĕн ĕçне хутшăнчĕç. Фестиваль Карели Республикинчи Костомукша хулинче пулса иртрĕ, ултă куна тăсăлчĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Ваканси ярмăрккине хутшăнăр

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕрлĕх шайне чакарас, ĕç шыракансемпе ĕç паракансем хушшинчи çыхăнăва куçа-куçăн калаçса çирĕплетес, ĕç пирки кирлĕ информацие илме пулăшас тĕллевпе çулленех вакансисен ярмăрккисене ирттерет.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Ветерана чысларĕç

Çак кунсенче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Антонина Степанова Корчагина 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров тата Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев килне пырсах саламларĕç.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Алкоголизм хăрушлăхĕ пурне те шухăшлаттармалла

Чуна ыраттарса та пулин çакна йышăнмаллах: юлашки вăтăр çул хушшинче çĕр-шывра алкогольпе усă куракансен йышĕ икĕ хут, алкоголе пула психика тĕлĕшĕнчен чирлекенсен йышĕ виçĕ хут ỹснĕ. "Алкоголь психозĕ" диагнозпа чирлисем юлашки вунă çул хушшинче кăна 5 хут нумайланнă.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Справка кирлĕ пулсан…

Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчи 210-мĕш номерлĕ "Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парассине йĕркелесси çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсенче патшалăх пулăшăвĕсене çăмăллатнă майпа илессине йĕркеленĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Преступленисен çулне пỹлес тĕллевпе - канашлу

Çак кунсенче районти правăна сыхлакан органсен руководителĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин прокурорĕн пулăшаканĕ, юстици кĕçĕн советникĕ Д.Антонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Канашлура районта право йĕркисене пăсасран тата преступленисем тăвасран сыхланмалли профилактика ĕçĕн законодательстви мĕнлерех пурнăçланса пынине сỹтсе яврĕç. Канашлăва район прокурорĕ, юстици аслă советникĕ С.Егоров ертсе пычĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Сахал тупăшлă çемьесене - пулăшу

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2001 çулхи августăн 13-мĕшĕнче йышăннă "Сахал тупăшлă çемьесене шута илмелли система туса хурасси çинчен" Постановленипе килĕшỹллĕн, Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай сахал тупăш илекен çемьесене регистрацилес тĕлĕшпе малалла ĕçлет.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

5 миллион тенке яхăн тỹленĕ

Чăваш Республикин "Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен" тата "Политика репрессийĕсене пула асап тỹснĕ тесе йышăннă çынсене, реабилитациленĕ çынсене социаллă пулăшу парасси çинчен" Саккунĕсене тĕпе хурса, районти тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата реабилитациленĕ çынсене патшалăх уйăхсерен пулăшу парать.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Марафон фончĕ пуянланать

"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" Ыр кăмăллăх марафонне район çыннисем хастар хутшăнаççĕ.

Подробнее...

09 апреля 2014 г.

Ял илемĕ - хамăршăн

Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура тĕп ыйтусем çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси тата ялсенче тирпей-илем тăвасси пулчĕç.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика