Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра ишни сывлăха тĕреклетет

23 апреля 2014 г.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕнче шывра ишессипе районти шкул ачисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак ăмăрту вĕренекенсен 26-мĕш Спартакиадин зачетне кĕрет. Çивĕч тупăшура арçын ачасем хушшинче Илья Хлюкин (Шăмăршă шкулĕн 1-мĕш команди), Александр Лукьянов (Карапай Шăмăршă шкулĕ), Антон Кудряшов (Шăмăршă шкулĕн 2-мĕш команди), хĕр ачасем хушшинче Вера Удина (Шăмăршă шкулĕн 1-мĕш команди), Маргарита Кудрявцева (Шăмăршă шкулĕн 1-мĕш команди), Мария Константинова (Шăмăршă шкулĕн 1-мĕш команди) çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Хутăш эстафетăра Шăмăршă шкулĕн 1-мĕш команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Шăмăршă шкулĕн иккĕмĕш командипе Карапай Шăмăршă шкулĕн командисем. Пĕтĕмĕшле зачетра Шăмăршă шкулĕн команди - пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕн команди - иккĕмĕш, Шăмăршă шкулĕн иккĕмĕш команди - виççĕмĕш вырăнта

М.Яковлев, спорт комплексĕн тренерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика