Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Армспорт - юратнă вăйă

23 апреля 2014 г.

 Çак кунсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулăн спорт залĕнче армспорт енĕпе район ăмăртăвĕ иртрĕ. Чи вăйлисем çаксем пулчĕç: 45 килограма çитичченхи виçере хĕр ачасемпе хĕрсем хушшинче Маиса Юманова (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), 50 килограма çитичченхи виçере Ольга Старшова (Карапай Шăмăршă шкулĕ), 55 килограма çитичченхи виçере Алена Ларионова (Карапай Шăмăршă шкулĕ), 60 килограма çитичченхи виçере Алина Измайлова (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), 70 килограма çитичченхи виçере Анастасия Нугаева (Шăмăршă шкулĕн 2-мĕш команди), 70 килограмран ытларах виçере Анна Маркова (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), арçын ачасемпе каччăсем хушшинче 50 килограма çитичченхи виçере Андрей Чегаев (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), 55 килограма çитичченхи виçере Валерий Макаров (Шăмăршă шкулĕн 2-мĕш команди), 60 килограма çитичченхи виçере Павел Драгунов (Шăмăршă шкулĕн 2-мĕш команди), 65 килограма çитичченхи виçере Виктор Герасимов (Палтиел шкулĕ), 70 килограма çитичченхи виçере Алексей Степанов (Карапай Шăмăршă шкулĕ), 80 килограма çитичченхи виçере Руслан Алексеев (Шăмăршă шкулĕн 2-мĕш команди), 80 килограмран йывăртарах виçере Алексей Андреев (Карапай Шăмăршă шкулĕ). Пĕтĕмĕшле зачетра Шăмăршă шкулĕн иккĕмĕш команди-  пĕрремĕш, Пăчăрлă Пашьел шкулĕн команди - иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. 

С.ГАЛКИН, ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика