Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г.Габитова - çулталăкри чи лайăх учитель

23 апреля 2014 г.

Г.Габитова - çулталăкри чи лайăх учитель

 Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче районта педагогсен професси ăсталăхĕн "Çулталăк учителĕ - 2014" конкурсĕ иртрĕ. Çакна палăртмалла: çỹлте асăннă конкурс районта 1990-1991 вĕренỹ çулĕнченпех иртет. Унтанпа конкурса 100 ытла педагог хутшăннă, 17-ĕшĕ хăйсен ăсталăхне регионти сцена çинче кăтартса панă. Кăçалхи конкурса районти 12 шкулти 7 педагог хутшăнчĕ. Шел пулин те, Шăмăршă тата Васан шкулĕсем конкурса хутшăнма кăмăл туман. Иккĕмĕш турта чи лайăххи ята тивĕçессишĕн 5 педагог ăмăртрĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Г.В.Кузьмина, Патирек шкулĕнчи пуçламăш классен учителĕ Д.Ф.Кафизова, Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи пуçламăш классен учителĕ Е.М.Сандрейкина, Палтиел шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литератури учителĕ Г.А.Габитова, Пуянкасси шкулĕнчи информатикăпа ИКТ учителĕ О.В.Краснова конкурсра пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Вĕсем уçă урок тата методика семинарĕ ирттерчĕç, хăйсен ĕç опычĕпе, класс сехетне тата ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвне мĕнле ирттернипе паллаштарчĕç. Жюри "Çулталăк учителĕ - 2014" ята Галина Александровна Габитована пама йышăнчĕ. Çĕнтерỹçе тата конкурса хутшăнакансене Дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Г.А.Габитова район чысне республика конкурсĕнче хỹтĕлĕ. 

В.КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика