Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă енĕм - Чăваш çĕр-шывĕ…

26 апреля 2014 г.

Апрелĕн 29-мĕшĕнче эпир Чăваш Патшалăхĕн символĕсен кунне паллă тăватпăр. Пирĕн символсем Патшалăх Гербĕпе Ялавĕ тата Гимнĕ. Çиелтен пăхсан, Герб щичĕ чăвашсен сĕм авалтан киреметре (тĕне кĕмен чăвашсем кĕл тунă тата чỹк тунă вырăн) хăйсен туррисене парне панă выльăх тирне аса илтерет. Асăннă майлă щит чăваш халăхĕ хăйĕн патшалăхне çĕнсе илессишĕн кĕрешсе пуç хунисене сăнарлать. Щит Чăваш Республикин халăхĕ хĕвел айĕнчи уçлăхра пурăннине палăртакан çул çинчи йĕпкĕн хĕрлĕ уй çине пайланать. ПАТШАЛĂХ ЯЛАВĔН тĕсĕсем - сарă (ылтăн) тата йĕпкĕн хĕрлĕ (сандал хĕрлĕ) - чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ тĕсĕсем. Сарă тĕс чăваш халăх сăмахлăхĕнче чи хитре тĕс шутланать, вăл мĕн пур илемлĕхпе ырăлăха сăнарлать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăх эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемине - "пурнăç йывăçне" витекен çăлтăра виçĕ хутчен ỹкерни чăваш халăхĕн "Пулнă. Пур. Пулатпăр!" ăнлава палăртать. Чăваш Республикин Патшалăх Гербĕпе Ялавне Э.М.Юрьев эскизĕсем тăрăх йышăннă. Чăваш Патшалăх Аслă Канашĕ вĕсене официаллă майпа 1992 çулхи апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Патшалăх Гимнĕн сăввине И.Тукташ, кĕввине Г.Лебедев çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика