26 апреля 2014 г.
"Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн тата Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕсем, Наци паркĕн территорийĕнче вырнаçнă вăрманти пĕчĕк ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе, "Тăван ялна юрат, тăванăм" конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ. Конкурс кăçалхи майăн 1-мĕшĕнче пуçланса октябрĕн 1-мĕшĕччен иртет. Çĕнтерỹçĕсене çак номинацисем тăрăх палăртаççĕ: - "Тĕслĕхлĕ кил-çурт"; - "Илем урамран пуçланать"; - "Ешĕл тумлă, чечек ăшĕнчи çурт"; - "Ялти чи лайăх кил карти". Конкурсра мала тухнисене палăртнă чух чăн малтан çурт-йĕрпе хуралтăсен дизайн илемлĕхне тата хăйне евĕрлĕхне, эстетика шайне, чечек клумбисен, газонсен, бордюрсен тата ыттисен илемлĕхне шута илеççĕ. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслаççĕ.