Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштереççĕ акватлон вăййине

26 апреля 2014 г.

"Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче акватлон енĕпе район ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак ăмăрту шкул ачисен XXVI Спартакиадин зачетне кĕрет. 2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасем хушшинче (1000 метра чупса тата 100 метр шывра ишсе) Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш командинчи Маргарита Кудрявцева çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Милана Смаевапа ( Васан шкулĕ) Кристина Чебан (Шăмăршăри вăтам шкулăн иккĕмĕш команди). Арçын ачасем хушшинче Данил Павлов (Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди), Семен Семенов (Шăмăршăри вăтам шкулăн иккĕмĕш команди), Максим Урмаев (Васан шкулĕ) малти виçĕ вырăна пайларĕç. 1999-2000 çулта çуралнă хĕр ачасен ăмăртăвĕнче (1500 метра чупасси, 150 метр ишесси) Вера Удина (Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди) мала тухрĕ. Анна Измайловапа (Карапай Шăмăршăри вăтам шкул) Ксения Фомина (Шăмăршăри вăтам шкулăн иккĕмĕш команди) -  иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Арçын ачасем хушшинче малти виçĕ вырăна та Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç (Сендиер Кузьмин, Евгений Симуков, Алексей Степанов). Пĕтĕмĕшле зачетра Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Çак шкулăн иккĕмĕш команди тата Карапай Шăмăршăри вăтам шкул команди - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.

С.ГАЛКИН, "Туслăх" ДЮСШ директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика