26 апреля 2014 г.
"Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче мини-футболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Çак ăмăрту шкул ачисен XXVI Спартакиадин зачетне кĕрет. 1999- 2000 çулсенче тата 2001- 2002 çулсенче çуралнисем икĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Мачтсене ирттернĕ хыççăн, аслă ушкăнра малти икĕ вырăна Шăмăршăри вăтам шкул командисем, виççĕмĕш вырăна Карапай Шăмăршăри вăтам шкул команди йышăнни палăрчĕ. Вăтам ушкăнра Васан шкулĕн команди - пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Шел пулин те, Палтиелпе Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсем район пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăнма кăмăл туман.
М.ЯКОВЛЕВ, "Туслăх" ДЮСШ тренерĕ.