Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхипе литература эрни

26 апреля 2014 г.

 Апрелĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Эрнен пĕрремĕш кунĕнче классенче "Тăван чĕлхене мĕншĕн вĕренмелле?" темăпа калаçу урокĕ иртрĕ. И.Я.Яковлев пулас ăрусене тăван чĕлхене упрама пехиллесе хăварнă. "Чĕлхе чечекленесси сиртен килет, ачамсем", - çакăн пек пархатарлă шухăш пулнă Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн. "И.Я.Яковлев Халалне пурнăçлар" презентаци куравĕ вĕренекенсене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем туслă пурăнни, ытти халăхсене хисеплени, тăван чĕлхене юратни, çемьере килĕштерсе пурăнни, сапăр пулни пурнăçра куллен кирлине палăртрĕç. Шкул библиотекинче "Савнă ен - Чăваш Ен" темăпа кĕнеке выставки ĕçлет. 

З.ГОЛОВИНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика