Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Меньпе тĕл пулнă

28 июня 2014 г.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулнă. Тĕл пулура Чăваш Енри строительство комплексĕн пилĕк уйăхри пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен сăмах пынă. Çакна палăртнă: республика çĕр-шыври "Раççей çемьи валли çурт-йĕр" патшалăх программине регионсем хушшинче чи малтан хутшăннисенчен пĕри. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн республикăра 2017 çул тĕлне 210 пин тăваткал метр эконом-класлă çурт-йĕр хута каймалла. Тĕл пулура Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес, Чăваш Енре 2011-2017 çулсенчи "Таса шыв" федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес ыйтусене те сỹтсе явнă. Сăмах май, "Таса шыв" программăна пурнăçлама республикăна федераци бюджетĕнчен 945,6 миллион тенкĕ килсе çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика