Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

28 июня 2014 г.

"Агромаш" техники - чи лайăххи

Июнĕн 24-мĕшĕнче - Республика кунĕнче - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Комсомольски районĕнче "Хир кунĕ - 2014" кăтартуллă выставка уçăлнă. Çак мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та хутшăннă.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Комсомольски - уяв хуçи

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçлама ирех çула тухнă. Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăннă. Ăна икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,879 млн тенкĕ тăкакланă. Кунсăр пуçне медоборудовани туянма кĕмĕл самай уйăрнă. ФАПа тĕп урампа вак чул сарса çыхăнтарнă. Çурт республика ялавĕ пек сап-саррăн çуталса ларать.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Акатуйра - Шăмăршăсем

Республика кунĕнче Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Шăмăршă районĕнчен Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" тата Кивĕ Чукалти "Пилеш" фольклор ушкăнĕсем хутшăннă.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Ырă çынсем те пĕтмен-ха

И.Саландаев журналист çырнă "Укçа парсан, упа та ташлать..." статья мана тарăн шухăша ячĕ.Тĕрĕс, паянхи хăш-пĕр çамрăксем пирĕн вăхăтри пек мар, çынна кỹрентерсен каçару ыйтасси асра та çук. Укçа "чирĕ" пĕтĕм обществăна тыткăна илчĕ, ырă кăмăлпа сăпайлăх "модăран" тухса пыраççĕ.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Хулă чухне авмасан, патак пулсан аваймăн…

"Шăмăршă Хыпарĕ" хаçатăн июнĕн 7-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Укçа парсан, упа та ташлать..." статьяна чуна ыраттарса вуласа тухрăм. Тĕрĕс çырать И.Саландаев журналист: ăçта, мĕн патне çитсе ỹкĕпĕр капла? Мĕншĕн чунсем чулланма, сивĕ пăрпа витĕнме пуçларĕç? Çамрăк ăру мĕншĕн ваттисене хисеплеме пĕлмест?

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Пирус ан пултăр тус

Чылайăшĕ çакна асăрханах пулĕ: ирпе, çывăрса тăрсан, нумай çын пырĕ татăласла чыхăна-чыхăна ỹсĕрет. Ахальтен мар ку. Çакăнпа ытларах чухне туртакансем нушаланаççĕ. Хĕрхенес те килет вĕсене, çав вăхăтрах çапла та калас килет: асапланатăр пулсан, мĕншĕн туртатăр-ха?

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Кирпĕч çурт - ял илемĕ

Аслă Çĕнтерỹ 20 çул тултарнă хыççăн пирĕн тăрăхри ялсен сăн-сăпачĕ çултан çул улшăнма пуçларĕ. Улăм витнĕ пĕчĕк пỹртсемпе лупассем вырăнне пысăк та хăтлă, капмар çурт-йĕрсем ỹссе ларчĕç. Шалтан та, тултан та çуллă сăрăсемпе сăрланă. Çивиттисем вара шиферпа хĕç тимĕртен.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Палăк тавра - хитре карта

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ял-йышăмăра хисеп туса, районти кашни ялтах палăк лартнă. Хăй вăхăтĕнче вĕсен йĕри-тавра карта та тытнăччĕ, анчах йывăç картан ĕмĕрĕ вăрăм мар. Кивелсе ишĕлме пуçланăскер ял илемне те пăсать.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Чунпа та, ĕçпе те хитре

Илемлĕ çĕрте вырнаçнă Палтиел ялĕ. Юнашарах - кăмпа-çырлапа савăнтаракан вăрман, вуншар тĕрлĕ чечексемлĕ ешĕл улăхсем. Йăпăрт-япăрт пуллине ăманпа улталама пĕвесем те пур. Çакă та ытарлă: илемлĕ ялта илемлĕ чунлă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - А.Микасева.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

"Вăкăр сутатăп - ачана вĕренме кĕртетĕпех!"

Çак сăмаха кăçал вăтам шкул пĕтернĕ çамрăкăн амăшĕ каларĕ. Ачин аттестачĕ çинче "виççĕ" паллăсем çеç пулин те, ЕГЭ "али" витĕр аран-аран тухкаланă пулин те амăшĕ ăна аслă шкула вĕрентме кĕртесшĕн.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Фестиваль туссене пуçтарчĕ

Юрă-ташă уявĕ, кĕтнĕ уяв - Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ - туссене 22-мĕш хут пухрĕ. Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре халăх пултарулăхĕн уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.П.Ефимов тата хаклă хăнасем хутшăнчĕç.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Михаил Меньпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулнă.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Хăрушă чир

Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес пулсан - Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 245. Пирĕн республикăра вара - 100 çынран кăшт кăна ытларах.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Йăмăкĕпе тетĕшĕ - дипломантсем

Тарăн пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă ачасем сахал мар Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Пĕр-пĕрне савни - илемлĕ…

Пирĕн районта тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Уйрăмах чăвашпа тутар йышлă. Пĕр ялтах туслă пурăнаççĕ вĕсем, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Ку вăл çапла пулмалла та. Палтиел чăвашĕ тутарла, çак ял тутарĕ чăвашла тап-таса та илемлĕ калаçнинчен никам та тĕлĕнмест. Патирексем те, асанкассисем те вырăсла, чăвашла, тутарла калаçса савăнтараççĕ.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Форумра - шăмăршăсем

Шупашкарта, "Буревестник" кану базинче, çамрăксен регионсем хушшинчи тăваттăмĕш "МолГород-2014" форумĕ пулса иртнĕ.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Канĕç, сывлăхĕсене çирĕплетĕç

Халăха социаллă пулăшу паракан Шăмăршăри центр çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене хуласен тулашĕнчи кану лагерĕсене ярас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăвать.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Çу, çумăр, çу!

Июнĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех шăрăх та типĕ çанталăка тата çĕрсем пуш хире çаврăннине хирĕç кĕрешмелли куна палăртнă. Çак ятпа Шăмăршăри вăтам шкул çумĕнчи ачасен "Веснушки" сывлăх лагерĕнче те "Çу, çумăр, çу!" ятпа мероприяти иртнĕ.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Çамрăклăх - сăрасăр

Алкоголизм сăраран пуçланнине лайăх пĕлетпĕр-ха. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ятарлă йышăну кăларнă.

Подробнее...

25 июня 2014 г.

Чи лайăххи кам пулĕ?

"Шăмăршă районĕнчи çамрăксем: 2011-2020" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн çамрăксене социаллă пулăшу парас, професси ăсталăхне хăнăхтарас тĕллевпе районта çамрăксен чи лайăх ĕç бригадине палăртма конкурс йĕркеленĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика