Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

05 июля 2014 г.

Çỹп-çап куписене спутник шырать

Раççей сучĕсенче пĕр ĕç кунĕнче кăна çĕр надзорĕ енĕпе 30 ытла ĕçе пăхса тухаççĕ. Çакă сахал теме чĕлхе çаврăнмасть. Ытларах та пулĕччĕ. Анчах ĕçе суда çитериччен вăл е ку лаптăк тĕлĕшпе тулли информаци пухмалла: документсене кăна мар, çĕр пахалăхне палăртма лаборатори тĕпчевĕсем те ирттермелле. Хăш-пĕр чухне хуçине пĕлес тесе тивĕçлĕ органсене çырупа тухса хурав иличченех вăхăт самай иртет. Лабораторире те хăвăрт пулакан ĕç мар.

Подробнее...

05 июля 2014 г.

Аслати кĕрленĕ чух мĕн тумалла?

Çут çанталăка тухсан аслатиллĕ çумăр пуçланчĕ пулсассăн кашниех ăçта та пулин пытанмалли шырать. Анчах та çакна ан манăр: вăрманта пулсассăн çỹллĕ мар йывăçсем айне çеç пĕшкĕнсе ларма юрать, çỹллĕ йывăç - тирек, хыр тата юман - патне ан пырăр.

Подробнее...

05 июля 2014 г.

Пурин те пăхăнмалла

Приоритетлă наци программисене пурнăçа кĕртес ĕçсенче пур чухне те законсене пăхăнатпăр-и, йĕркене пăсмастпăр-и? Шăпах çак ыйтусене сỹтсе яврĕç район прокуратуринче район прокурорĕ С.Егоров ирттернĕ координацилле канашлура.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Çул сараççĕ - яла илемлетеççĕ

Шăмăршăри Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 8,9,10 çуртсен пысăк картишĕнче ир пуçласа каçченех техника кĕрлевĕ тăрать. Тĕрĕссипе, тăчĕ темелле: хаçатăн çак номерĕ пичетленсе тухиччен "Воддорстрой" ОООн çул тăваканĕсем "Шăмăршă - Хĕрлĕ Васан" трасса çине куçрĕç. Кунта вĕсен 1 километр çула тĕпрен юсаса асфальт сармалла.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

ЖКХ – под строгий контроль

В Челябинске состоялся Всероссийский форум «ЖКХ – новое качество» под эгидой партии «Единая Россия». Его участниками стали председатели советов многоквартирных домов: руководители центров общественного контроля и мониторинга в сфере ЖКХ, представители небольших ТСЖ и крупных управляющих организаций.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

"Эй, çамрăклăх! Сана савса чĕрем юрлать ман юрă…"

Йăлана кĕнĕ йĕркепе - илемлĕ те асра юлмалла - уявларĕç Шăмăршăсем иртнĕ эрне кун Раççей çамрăкĕсен кунне. Çумăрлă çанталăк тăнине пăхмасăр, каçалапа Культура аталанăвĕн центрĕ умĕнчи хутлăхра "Çамрăк сасăсем - 2014" эстрада фестивалĕн финалĕ иртрĕ. Унта 14 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи юрăçсем хутшăнчĕç.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Çĕнĕ техника - хресчен савăнăçĕ

Хальхи çăмăл мар пурнăçра хуçалăхсене çĕнĕ техника туянма йывăр.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Чи лайăххисене палăртрĕç

Çамрăк специалистсен професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе, кашни çулах районта "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи конкурс пĕтĕмлетĕвне Раççей çамрăкĕсен кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕлтерчĕç.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Акатуйран - ылтăн медальпе

Республика кунĕнче Шупашкарта çĕр-шыври чăвашсен чаплă уявĕ - Акатуй иртрĕ.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

"Тет" хыççăн кайсан…

"Илтнĕ-и эс, Шăмăршă районне пĕтереççĕ тет", - темшĕн пăшăлтатса пĕлтерчĕ мана паллакан çын.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси - пысăк ĕç

Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев выльăх апачĕ хатĕрлесси паянхи чи çивĕч ыйту пулнине палăртнă.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Хатĕрленме тытăнаççĕ

Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, федерацин ĕç тăвакан органĕсен территориллĕ органĕсен пĕрлехи ĕç-хĕлне йĕркелеме, çавăн пекех 2016 çулхи çырава йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене васкавлăн татса пама пулăшас тĕллевпе ведомство комиссийĕ туса хунă. Унăн ертỹçи - Чăвашстат пуçлăхĕ Эльвира Максимова.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Эмблема çирĕплетнĕ

2016 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн эмблемине çирĕплетнĕ.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Чакаççĕ те, ỹсеççĕ те…

Район администрацийĕ суту-илỹ предприятисенчи апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен черетлĕ мониторингне ирттернĕ.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Кулленхи тимлĕх

Июнĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

02 июля 2014 г.

Чăваш Ен - малтисен шутĕнче

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июнĕн 27-мĕшĕнче РФ Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта регионсен граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программисене пурнăçлас, граждансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тỹлевĕсене виçеллĕ тăвас ыйтусене сỹтсе явнă.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Пассажирские авиаперевозки в Самару и Уфу продлены до 31 июля 2014 года

С 31 января 2014 года возобновлены субсидируемые авиарейсы на девятиместных самолетах «Cessna Caravan» по маршрутам «Уфа-Чебоксары-Уфа» и «Самара-Чебоксары-Самара».

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Çĕнетнĕ Устава йышăнчĕç

Республика кунне уявлама тĕрлĕ регионтан хастар чăвашсем çитрĕç. Çак пулăмпа усă курса Чăваш наци конгресĕ июнĕн 23-мĕшĕнче Мăн Канаш ларăвне ирттерчĕ. Тĕпрен илсен унăн кун йĕркинче регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн Уставне сỹтсе явас ыйту пулчĕ.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Купăс калать, юрă çырать…

Пуянкассинчи Николай Андреев чылай çул ĕнтĕ "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕнче аккомпаниатор тивĕçне пурнăçлать. Çак коллектив ертỹçипе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Н.Федотовапа пĕрле репертуара çĕнĕ юрă-ташăпа пуянлатассишĕн нумай тăрăшать Николай Анатольевич. Коллективăн çитĕнĕвĕсенче, паллах, А.Андроновпа Ф.Малов купăсçăсен тỹпи те пĕчĕк мар.

Подробнее...

28 июня 2014 г.

Тăван ял - телей сăпки

Раççей çамрăкĕсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент районта пурăнакан яш-кĕрĕмпе тĕл пулса калаçнă, каччăсемпе хĕрсен шухăш-ĕмĕчĕпе интересленнĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика