Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль туссене пуçтарчĕ

28 июня 2014 г.

 Юрă-ташă уявĕ, кĕтнĕ уяв - Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ - туссене 22-мĕш хут пухрĕ. Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре халăх пултарулăхĕн уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.П.Ефимов тата хаклă хăнасем хутшăнчĕç. Уява уçнă вăхăтра фестивале хутшăнакан коллективсем пĕрин хыççăн тепри утса иртрĕç, çĕр çинчи тĕрлĕ кĕтесрен илсе килнĕ çăл куç шывĕ пĕр пысăк çăл куçа пĕрлешрĕ. Раççей халăхĕсен хăйне евĕрлĕ культурисем Раççейĕн пĕр пĕтĕм ăс-хакăлĕ пулса тăраççĕ. Фестиваль халăх пултарулăхĕн таса та иксĕлми çăл куçне упраса пурăнать. Коллективсем хăйсен юрри-ташшине, вăййине - хăйĕн халăхĕн культурин пайне -  парнелеççĕ. Куракансем юрă-кĕвĕ, ташă, ал ĕç ăстисен нумай енлĕ талантне тивĕçлипе хаклаççĕ. Кăçал Республика кунĕн уяв мероприятийĕсене Раççей Федерацийĕн 32 регионĕнчен, çав шутра Чăваш Республикинчен те, 39 коллектив, Китайран (Аньхой тата Гуйчжоу провинцийĕсенчен) 2 коллектив, Италири 1 коллектив, Азербайджанран 3 юрăç, çавăн пекех Беларуçпа Эстонири пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. 

А.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика