Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вăкăр сутатăп - ачана вĕренме кĕртетĕпех!"

28 июня 2014 г.

 Çак сăмаха кăçал вăтам шкул пĕтернĕ çамрăкăн амăшĕ каларĕ. Ачин аттестачĕ çинче "виççĕ" паллăсем çеç пулин те, ЕГЭ "али" витĕр аран-аран тухкаланă пулин те амăшĕ ăна аслă шкула вĕрентме кĕртесшĕн. "Халĕ пурте университет е академи пĕтереççĕ, ачана техникума е училищĕне çеç ярсан тăвансем умĕнче намăс", -  терĕ ман умра тỹрре тухас шухăшпа хĕрарăм. Эпĕ ăна паянхи пурнăçра рабочи специальноçлă (токарь, слесарь, сварщик, строитель, механизатор, электрик тата ыт.те) çынсем ытларах кирли, вĕсене ĕç тупма та çăмăлли, шалуне те начар мар тỹлени çинчен каланине хĕрарăм итлесшĕн те пулмарĕ. "Юриста вĕрентетĕп, кун пирки урăхла сăмах та пулма пултараймасть!" - пат татса хучĕ вăл. Официаллă мар кăтартусем тăрăх, юлашки ултă-çичĕ çул хушшинче кăна районти çамрăксенчен 67-ĕшĕ юриста, 52-ĕшĕ экономиста, 94-ĕшĕ бухгалтера вĕренсе тухнă. Вĕсенчен сахалăшĕ çеç хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçайнă. Чылайăшĕ сутуçăра, уйрăм хуралçăра (частный охранник), страховани агентĕнче е специальноçпа тỹрремĕнех çыхăнман ытти ĕçре вăй хурать. Пирĕн пĕчĕк районтан Мускавра 100 ытла çамрăк (нумайăшĕ - аслă пĕлỹллĕ) хуралçăра ĕçлени хытах шухăшлаттарать. Çав вăхăтрах республикăра та, районта та рабочи специальноçлă çынсем çитменни хытă палăрать. Хуралçă тăвассишĕн ачана вăкăр сутсах университетра вĕрентме кирлех-ши? Ан тив, аслă шкулта мар (унта чи тивĕçлисем кăна вĕренччĕр!), техникумра (колледжра) е училищĕре специальноç илтĕр, хăй валли хăй çăкăр ĕçлесе тăвакан çын пулса çитĕнĕ. Ашшĕ-амăшне çакăн пирки хытах шухăшласа пăхма сĕнес килет. Диплом вăл - мухтанмалли япала мар, çынна пурнăçри çулне тупма пулăшмалли документ çеç. Çак документа укçа пулăшнипе илсе ачисене телейсĕр тăвакан ашшĕ-амăшне шеллес килет.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика