Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирпĕч çурт - ял илемĕ

28 июня 2014 г.

 Аслă Çĕнтерỹ 20 çул тултарнă хыççăн пирĕн тăрăхри ялсен сăн-сăпачĕ çултан çул улшăнма пуçларĕ. Улăм витнĕ пĕчĕк пỹртсемпе лупассем вырăнне пысăк та хăтлă, капмар çурт-йĕрсем ỹссе ларчĕç. Шалтан та, тултан та çуллă сăрăсемпе сăрланă. Çивиттисем вара шиферпа хĕç тимĕртен. Пирĕн районти ялсем пурте тенĕ пекех вăрман хĕррипе е унтан аякрах мар вырнаçнă. Çавăнпа та пулĕ çурт-йĕре йывăçран çавăрнă ĕнтĕ. Самана лайăхланса пынă май кирпĕчрен туса лартнă çуртсем курăнма пуçларĕç. Малтанах район центрĕнче тытăнчĕç: Ленин ячĕллĕ урамра 4 тата 8 хваттерлĕ икĕ çурт, пекарня, сĕт-çу завочĕ, Совет урамĕнче райпон 3 магазинĕ, партипе комсомол райкомĕсен çурчĕ, "Колос" кинотеатр, çыхăну узелĕ...Каярахпа вара - Юбилей урамĕ. Кирпĕч завочĕ унччен ял халăхĕ валли кăмака-каланкка валли хĕрлĕ кирпĕч хĕртсе кăларнă пулсан, малалла тата та тулли хăватма ĕçлеме пуçларĕ. Çĕнĕ вырăна куçсан, рабочисен йышĕ те пысăкланчĕ. Завод дирекцийĕ кунта вăй хуракансене сезон вĕçленес умĕн 1-2 пиншер штук кирпĕч уйăрса панă. Колхозсенче кирпĕчрен выльăх фермисем тума тытăнчĕç. Шăмăршăра "Чăвашколхозстрой" пĕрлешĕвĕн строительствăпа монтаж участокĕ (СМУ) йĕркеленнĕ. Пурлăх бази аталанса пынă май ăна ПМК, МСО ятсем параççĕ. Ку организаци малтанах республикăри профтехучилищĕсенче каменщиксемпе штукатурсем, малярсем, платниксемпе столярсем, мастерсем хатĕрлемешкĕн вĕренме янă. Çапла вара фермăсемпе пĕрлех ялсенче те кирпĕч çуртсем тума тытăнчĕç. Çитмĕлмĕш çулсенче ра- йонти мĕн пур организаципе учреждени çурчĕсене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтасси йăлана кĕрет. Шлака сая ямасть ял çынни. Унран лупас кăна мар, пỹрт те туса лартаççĕ. Çав вăхăтрах кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕнчи Кивĕ Улхашра ял çыннисем валли силикат кирпĕчрен çурт-йĕр тăвакан организаци уçăлчĕ. Хăйсен автотранспорчĕпе силикатпа керамблок кирпĕчсем, цемент, керамзит, вак чул тата хăйăр таранах кил умне килсех паратчĕ. Каменщиксем те хăйсенех. Килĕшỹ çеç ту, укçуна кăна кăларса пар... Çакă ял халăхĕшĕн çурт тунă çĕрте çăмăллăх пулнă, меллĕ те. Çакна та асăнса хăвармалла. Шăмăршăсемшĕн хăйăр ыйтăвĕ çук, вырăнтах. Колхозсемпе совхозсене ертсе пыракансем ăна турттарса килме укçа тỹлемесĕрех автотранспорт уйăрса панă. Ĕç кунĕ вĕçленсен кỹршĕ-аршă, пĕлĕш-тăван хăйăр тиеме нимене васканă. Ниме тенĕрен, çурт-йĕр çавăракансемшĕн ку ырă йăла-йĕрке пысăк вырăн йышăннă, йышăнать те. Мĕнле-мĕнле ĕçсем туса пулăшни пирки каласа пама вара сăмах та çитмест. Шăмăршăсене, мĕн тесен те, вăрман пурри аванах çăмăллăх парать. Район Совечĕн ĕçтăвкомĕ çурт лартакансене ятарлă фондран йывăç уйăрса паратчĕ. Стройка 1980-2000 çулсенче уйрăмах анлă сарăлчĕ. Ку ĕç паянхи кун та начар мар пырать. Шăмăршăра шкулпа ача сачĕ, Культура керменĕпе больница, лавккасем илемлĕн курăнса лараççĕ. Хальхи вăхăтра строительсен ылтăн аллисем мĕн кăна тумаççĕ-ши? Раççейĕн тĕрлĕ вырăнĕсене ĕçлеме çỹресе çамрăксем чаплă маçтăрсем пулса тăчĕç. Вĕсене дипломсăр архитекторсем теме те пулать. Г.СМАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика