28 июня 2014 г.
"Шăмăршă Хыпарĕ" хаçатăн июнĕн 7-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Укçа парсан, упа та ташлать..." статьяна чуна ыраттарса вуласа тухрăм. Тĕрĕс çырать И.Саландаев журналист: ăçта, мĕн патне çитсе ỹкĕпĕр капла? Мĕншĕн чунсем чулланма, сивĕ пăрпа витĕнме пуçларĕç? Çамрăк ăру мĕншĕн ваттисене хисеплеме пĕлмест? Айăплисем кунта, ман шутпа, ашшĕ-амăшĕпе шкул. Ваттисем каланине - "Хулă чухне авмасан, патак пулсан аваймăн" тенине - манса кайрăмăр пулмалла. Килте те, урамра та укçапа пуянлăх çинчен çеç калаçаççĕ, ырă кăмăллă пулмалли, çынна хĕрхенме те пĕлмелли, йывăрлăха лекнисене пулăшмалли пирки сăмах та çук. Ĕлĕкрех ватă учительсем пирĕнпе ыр кăмăллăх урокĕсем ирттеретчĕç. Расписанипе мар, тăхтав вăхăтĕнче е урок хыççăн юлса. Çынна сывлăх сунма, сăпайлă пулма, ватăсемпе тăлăхсене шеллеме тата пулăшма вĕрентетчĕç, ăс паратчĕç. Пур-ши паян çавăн пек ыр кăмăллăх урокĕсем? Паян, пур япалана та укçа виçипе хаклама тытăннă тапхăрта, тỹлевсĕр мероприяти учительсене те, директора та кирлĕ мар-тăр? "Чавса çывăх та, çыртма çук", - тенĕ ваттисем. Вăхăтĕнче тивĕçлĕ воспитани памасан, кайран куççульпе йĕме тивмĕ-ши? Хаçатра "Укçа парсан, упа та ташлать" йышши статьясене нумайрах пичетлеме сĕнетĕп. Çакăн пек статьясен усси пурах тесе шутлатăп.
П.ПАДИАРОВ,ĕç ветеранĕ. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.