28 июня 2014 г.
И.Саландаев журналист çырнă "Укçа парсан, упа та ташлать..." статья мана тарăн шухăша ячĕ.Тĕрĕс, паянхи хăш-пĕр çамрăксем пирĕн вăхăтри пек мар, çынна кỹрентерсен каçару ыйтасси асра та çук. Укçа "чирĕ" пĕтĕм обществăна тыткăна илчĕ, ырă кăмăлпа сăпайлăх "модăран" тухса пыраççĕ. Телее, пурин пирки те хурласа калас килмест. Эпĕ пĕлекен çамрăксем хушшинче сăпайлисем те, çынна пулăшма хатĕр тăраканнисем те пур. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ те - ырă çынсем. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест", - темеççĕ-и-ха ваттисем? Воспитани ĕçне ача садĕнче, шкулта тивĕçлипе туса пымалла. Анчах та мĕнле çын çитĕнесси çемьерен, ашшĕ-амăшĕнчен питĕ нумай килет. Çынна хисеплеме, ырă сунма, лайăх ĕç тума вĕрентмелле хамăрăн ачасене.
П.КАВАЛЕРОВ. Асанкасси ялĕ.