28 июня 2014 г.
![Комсомольски - уяв хуçи Комсомольски - уяв хуçи](../UserFiles/news/20140630/komsomljski_uyav_husi_Preview.jpg)
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçлама ирех çула тухнă. Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăннă. Ăна икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,879 млн тенкĕ тăкакланă. Кунсăр пуçне медоборудовани туянма кĕмĕл самай уйăрнă. ФАПа тĕп урампа вак чул сарса çыхăнтарнă. Çурт республика ялавĕ пек сап-саррăн çуталса ларать. Райцентрта Республика кунне савăнăçлăн паллă тунипе пĕрлех Комсомольски ялĕ çумĕнчи нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕнче "Хир кунĕ - 2014" Чăваш Ен куравĕ иртнĕ. Михаил Игнатьев унта çитсе ял хуçалăх техникин çĕнĕ моделĕсемпе паллашнă. Вĕсен ретĕнче кашни районти хуçалăхăнне, çав шутра Комсомольски районĕнчи Ф.Г.Хайрутдинов фермерăн тата "Ылтăн пучах" обществăн тыр-пул пухса кĕртмелли ACROS тата VEKTOR комбайнĕсене кăтартнă. Курава техникăн вун-вун хатĕрне тăратнă. АПК инженерĕ-техникĕшĕн усăлли, çĕнни чылай. Комсомольскин тĕп урамне паллама çук. Вăл вун-вун тĕрлĕ тĕспе, çĕр-çĕр çыннăн савăнăçлă пит-куçĕпе, суту-илỹ тăвакансен таварĕпе çиçнĕ, ял тăрăхĕсенчен уява пухăннисен калаçăвĕ-куллипе, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе кĕрленĕ.
Ю.МИХАЙЛОВ.