Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Агромаш" техники - чи лайăххи

28 июня 2014 г.

"Агромаш" техники - чи лайăххи

Июнĕн 24-мĕшĕнче - Республика кунĕнче - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Комсомольски районĕнче "Хир кунĕ -  2014" кăтартуллă выставка уçăлнă. Çак мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та хутшăннă. Шăмăршăсен делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ертсе кайнă. Делегаци йышĕнче - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертỹçисем. 2014 çулта Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарма патшалăх 2 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрма палăртнă. Çу пуçламăшĕнче шăрăх та типĕ çанталăк тăнине шута илсе, çак пулăшу пысăкрах та пулма пултарать. Выставкăна килнисем "Агромаш" компанин çĕнĕ техникипе паллашнă. Вĕсене кăçал компани партнерĕсем "Чăвашагрокомплект" ОАО тата "Промышленноç техникин завочĕ" ООО тăратнă. "Агромаш 30 ТК" тата "Агромаш 50 ТК", "Агромаш 85 ТК" кустăрмаллă тракторсем, газомоторнăй топливăпа ĕçлекен "Агромаш 85 ТК Метан" трактор, JМТ 916 культиватор - пирĕн малашлăх, çывăх çулсенче пурнăçа кĕмелли çутă ĕмĕт. Выставкăра пурĕ 150 единица ытла инновациллĕ ял хуçалăх техникине кăтартнă, вĕсене Раççейĕн 15 регионĕнчен илсе килнĕ.

(РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН САЙТĔНЧЕН).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика