08 июля 2014 г.
Политикăри лару-тăру çивĕчленсе çитнĕ тапхăрта Чăваш Республикине килсе çитнĕ Украина гражданĕсене вăхăтлăха çемьесене пурăнма вырнаçтарасси, хамăрăн ырă кăмăллăха палăртса инкеке лекнĕ çынсене пулăшасси - пирĕн таса чун тивĕçĕ. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăри 62 çын йывăрлăха лекнĕ Украина гражданĕсене вăхăтлăха пурăнма çурт-йĕр уйăрса пама хирĕç пулманни çинчен Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине пĕлтернĕ. Инкек тỹснĕ украинецсен 5 çемйи пулăшу ыйтса çырнă, хальхи вăхăтра вĕсенчен иккĕшне çынсем патне пурăнма вырнаçтарнă, виçĕ çемье валли майлă вырăнсем шыраççĕ. Федерацин миграци службин республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 27-мĕшĕччен украинецсен 36 çемйи (пурĕ 55 çын, çав шутран 13-шĕ - ачасем) хăйсене Чăваш Республикинче вăхăтлăха пурăнма вырнаçтарма ыйтса заявлени çырнă. Украина гражданĕсене вăхăтлăха çемьесене пурăнма вырнаçтарас кăмăллă республикăри çынсене хăвăр çинчен пĕлтернине тата пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем çинчен тĕплĕн палăртса +7 (8352) 26-13-49, 62-13-60 телефонпа шăнкăравласа е soc12@cap.ru электрон почтипе усă курса пĕлтермелле. Сăмах май, "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организаци те ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ урлă нушана лекнĕ Украина гражданĕсене адреслă майпа укçа-тенкĕпе пулăшма пулни çинчен пĕлтерсе хăйсен реквизитне сĕнет: Благотворительный фонд Чувашского республиканского совета женщин 428000, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119 ИНН 2130999669, КПП 213001001 р|с 40703810875000000039 в ОАО "Сбербанк России" Чувашское отделение № 8613 к|с 30101810300000000609 БИК 049706609 Назначение платежа: "помощь беженцам Украины".