Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

12 июля 2014 г.

Последняя сигарета в жизни

Небрежно брошенные непотушенная спичка, окурок сигареты…Многие считают это фактом, не заслуживающим внимания. У некоторых людей эта привычка настолько укоренилась, что они просто не замечают за собой этого недостатка.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Сталин вилĕмĕн темиçе вăрттăнлăхĕ

Халăхсен "ашшĕ" И.Сталин вилнĕренпе пайтах çул иртрĕ ĕнтĕ. Анчах вăл пурнăçран мĕнле майпа уйрăлни халĕ те уçăмлăн паллă мар: ăна ирĕксĕрлесе вĕлернĕ текен темиçе верси те пур. Теприсем вара çул пуç пуçне юн кайнипе çут тĕнчерен уйрăлнă теççĕ...

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Лайăх ỹсчĕр сысна çурисем

Пĕччен сысна çури начар ỹсет, иккĕн лайăх çитĕнеççĕ. Апат валашкине варринчен тĕпне çитмелле мар пỹлмелле, кунашкал вĕсен пĕр-пĕрин апачĕшĕн çапăçмалла пулмĕ.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Ентешсем савăннă

Вырсани кун Шупашкарта, тĕп хуламăр 500 çул тултарни ячĕллĕ кану паркĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен ентешлĕхĕн уявĕ иртнĕ.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Ай шăрăх, ай шăрăх…

Шăрăх çанталăк çын сывлăхне япăх витĕм кỹрет: ытлашши тарланипе организмăн шыв тата тăвар шайлашăвĕ пăсăлать. Çавна май мышца клеткисем патне тутлăхлă япаласем кирлĕ чухлĕ пымаççĕ, вăй хурас пултарулăх чакать, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ пăсăлать. Ăшă е хĕвел аптăратни те сиенлĕ: кун пек чухне вĕрилентерет, чĕре таппи вăйланать, пуç çаврăнать, лĕклентерет. Витĕмĕ вăйлă тăк тăн çухатма пулать тата шăнăр туртса лартать.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Ах, Турă - пăхма хăрушă!

Илемленсе пырать Шăмăршă. Урамĕсем те таса, иртсе çỹреме кăмăллă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене кĕрсен вара?

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Август уйăхĕчченех вĕçĕç

Тăхăр вырăнлă "Gessna Caravan" самолетсем кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа пассажирсене Ĕпхỹ-Шупашкар-Самар маршрутсемпе турттараççĕ. Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне 1165 çынна вырăна çитернĕ ĕнтĕ. Самартан Шупашкара 250-ăн килнĕ, тĕп хуларан Самара 245-ĕн кайнă.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Чăваш журналистикин тулли кун-çулĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсемсĕр - хаçат-журналсăр, телекуравпа радиосăр - пирĕн республикăна куç умне кăларса тăратма та йывăр. Вĕсем пулăшнипе Чăваш Енри пулăмсем çинчен кунта пурăнакансем кăна мар, республика тулашĕнчи çынсем те пĕлеççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем, вĕсен историйĕ тата профессири çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ 90 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ "Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ" каласа кăтартать.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Уçă чỹречерен… инкек патне

Таня, ирпе ĕçе кайнă май, пĕчĕк ачисене килĕнче хăйсенех хăварчĕ. Мăшăрĕ Мускаври стройкăра ĕçлет, паян каçхине таврăнмалла. Ивановсем район центрĕнчи икĕ хутлă çуртри çỹлти хваттерте пурăнаççĕ. Укçа-тенкĕ пуçтарса, хăйсем те çурт лартма ĕмĕтленеççĕ.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Бассейнра ишеççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ

Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕ умне шкул автобусĕ çитсе чарăнчĕ. Хальхинче ăçтан килчĕç-ши? Автобусран хаваслă юрăпа тухакан ачасем Палтиел вăтам шкулĕ çумĕнчи "Туслăх" лагерьтен иккен.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Вут-кăвар тухасран асăрханăр!

Карапай-Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнче кăçал килти хуçалăхра вут-кăвар тухнă тĕслĕхсем пулчĕç, пин-пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Инкек сăлтавĕ - çынсен тимсĕрлĕхĕнче.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Пенза облаçне - опыт илме

Июлĕн 1-4-мĕшĕсенче Шăмăршă районĕнчи ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пĕр ушкăнĕ Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче Пенза облаçĕнче пулнă.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Шкул пур енчен те хатĕр пултăр

Район администрацийĕнче иртнĕ ĕçлĕ канашлура кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Турă Амăшĕн турăшĕ чунсене тасатĕ

Тунти кун - июлĕн 7-мĕшĕнче - пирĕн района Турă Амăшĕн "Табынская" турăшĕ килсе çитнĕ. Çак турăша конвой командирĕ Евгений Ковпан ертсе пыракан Оренбургри казак çарĕн казакĕсем илсе килнĕ.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Хресченĕн - çĕр тĕрлĕ ĕç

Çапла, çу кунĕсенче çĕр тĕрлĕ ĕç тума тивет хресченĕн. Чи пысăк пĕлтерĕшли - выльăх апачĕ хатĕрлесси. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 2700 гектар нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнă, 1919 тонна утăпа 2200 тонна сенаж хатĕрленĕ.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Сăвăç парни

Пĕтмен-ха пирĕн хушăра халăха пĕр пуссăрах ырă тума, пулăшма хатĕр çынсем. Савăнас килет вĕсемшĕн, тав тăвас килет.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

"Аххаяс" - Çĕрпỹ ярмăрккинче

Иртнĕ эрнере Çĕрпỹ хулинче йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăркки ĕçленĕ.

Подробнее...

12 июля 2014 г.

Пĕр-пĕрне чĕререн юратсассăн…

Çемье - обществăн уйрăлми пайĕ. Унăн тăнăçлăхĕ чи малтанах ăна тытса пыракансенчен, çемье лавне пĕрле туртакансенчен килет. Çавнашкаллисене ялта çеç мар, унăн тулашĕнче те хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ырă тĕслĕх илмелли, кăтартуллă çемьесем вара районта сахал мар. Вĕсенчен иккĕшне шăпах Пĕтĕм Раççейри çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче чысларĕç.

Подробнее...

08 июля 2014 г.

Украина çыннисем пулăшу кĕтеççĕ

Политикăри лару-тăру çивĕчленсе çитнĕ тапхăрта Чăваш Республикине килсе çитнĕ Украина гражданĕсене вăхăтлăха çемьесене пурăнма вырнаçтарасси, хамăрăн ырă кăмăллăха палăртса инкеке лекнĕ çынсене пулăшасси - пирĕн таса чун тивĕçĕ.

Подробнее...

08 июля 2014 г.

Шкул ачисен юратнă вĕрентекенĕ

Елизавета Михайловна Шумилована Шăмăршăра пĕлмен çын çук та пулĕ. Шкулта чылай çул кĕçĕн класри ачасене вĕрентнисĕр пуçне, вăл ял тăрăхĕнчи тата районти мероприятисене те активлă хутшăннипе палăрса тăрать.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика