Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

30 июля 2014 г.

Пресс-центр пĕлтерет

Районти уй-хирсенче вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 1200 гектар тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Çав шутра 260 гектар ыраш, 940 гектар кĕрхи тулă.

Подробнее...

30 июля 2014 г.

Хутмалли сезона хатĕрленсе

2014-2015 çулсенчи хутмалли сезона вăхăтра тата тĕплĕн хатĕрленес тĕллевпе, район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ятарлă комисси туса хунă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

Подробнее...

30 июля 2014 г.

Шупашкарта çĕнĕ театр уçăлнă

Июлĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта культурăн çĕнĕ лапамĕ - "Ars Longa" камерлă театр - уçăлнă. Унăн ятне Гиппократăн "Пурнăç кĕске, искусство ĕмĕрлĕх" сăмахĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Вăл Вырăс драма театрĕн тата "Фонарик" ача-пăча театр студийĕн артисчĕсен харпăр проекчĕ шутланать.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Ỹркенетпĕр çав, ỹркенетпĕр

"Ялта ĕç çук" тесе кахалсем çеç калаççĕ тесе шутлатăп. Ялта вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç, çу кунĕсенче уйрăмах нумай ĕçлеме тивет. Выльăх-чĕрлĕх усрасан, пахчара ĕçлесен канса ларма вăхăт сахал юлать. Çакă хăратать те ĕнтĕ çамрăксене. Вĕсем çăмăл пурнăçа килĕштерех параççĕ, çавăнпах яла юласшăн мар.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Журналистсемпе - пресс-конференци

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен пайĕсем 6889 преступление (пĕлтĕрхинчен 12,6 процент сахалрах) регистрациленĕ. 4810 преступление çийĕнчех уçса панă, 3347 çынна уголовлă йĕркепе явап тыттарнă. Шута илнĕ преступленисен 69,8 процентне уçса пани - Раççей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче начар мар кăтарту. Атăлçи федераци округĕпе илсен, пирĕн республика иккĕмĕш вырăнта.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Предложение к обсуждению

27 мая 2014 г. за № 136-ФЗ принят Федеральный закон «О внесении изменений в статью 26.3 Федерального закона «Об общих принципах организации законодательных (представительных) и исполнительных органов государственной власти субъектов Российской Федерации» и Федеральный закон «Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации».

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Е тĕрлеме ларать те, тĕрри шăрçа пек пулать…

Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри - тĕрĕ эрешĕ. Чăваш ăруран ăрăва тĕрĕ вăрттăнлăхĕн илемне упраса пынă: кĕпе-тумтирне те тĕрĕпе илемлетнĕ, пỹрт ăш-чиккине те, килти савăт-сапана та, кĕвĕ инструменчĕсене те тĕрĕ эрешĕпех капăрлатнă.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Чи лайăх обществăлла воспитатель

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 26-мĕшĕччен "Чи лайăх обществăлла воспитатель - 2014" конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Следстви яланах шыравра

Раççей Федерацийĕн следстви органĕсен сотрудникĕн кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче брифинг пулса иртнĕ, унта массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене следовательсен çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Сирĕн ачăрсем ăçта?

Çуллахи шăрăх кунсенче хуласемпе ялсенче пурăнакан çынсем шыв хĕрринче çăлăнăç шыраççĕ, шыва кĕрсе уçăлни вĕри çанталăка тỹссе ирттерме пулăшать. Шел пулин те, кун пек чухне пĕве хĕрринче канакансем асăрханулăхпа тимлĕх çинчен манса каяççĕ.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Конкурса хутшăнар!

Халăхсен хушшинчи журналистсен гильдийĕ "НацАкцент" порталта "Манăн пысăк наци туйĕ" фотоконкурс ирттерет.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Хуçалăхра - тĕпчев-сăнав ĕçĕсем

"Карантин продукцийĕн переченне" вăйлă сиен кỹме пултаракан чир-чĕрсене, хурт-кăпшанка, çум курăка тата ыттине кĕртнĕ. Çав мурсене республика территоринче сарăлассинчен сыхланса Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çулсерен ятарлă мероприятисем ирттереççĕ.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Халăх тăрăшсан, ĕç пулатех

Карапай Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче пурăнакансем "ырă кукка" пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, хăйсен вăйĕ çине çеç шанаççĕ. Акă çак кунсенче йышпа пĕрле 35 метр тăрăшшĕ тротуар турĕç. Çак ĕçре Г.Измайловпа Н.Лаврентьев старостăсен пуçарулăхĕпе хастарлăхĕ пысăк пулчĕ.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Вăрман пысăк хăрушлăхра

Июлĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çут çанталăк министерствин "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕнче вăрман законодательствине пăхăнса ĕçлес, çут çанталăка хỹтĕлес ыйтупа канашлу иртнĕ.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ - волонтер

Чĕмпĕр - Шупашкар çул çинчи Виçпỹрт Шăмăршăри чарăнура автобусран Сочири Олимпиадăри волонтер тумне тăхăннă вăтам пỹллĕ хĕр арăм анса юлчĕ те ялалла утрĕ. Ку вăл Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕнĕ Чĕмпĕр хулинче ĕçлесе пурăнакан Тамара Михайловна Ишукова пулчĕ.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Пĕр-пĕрне хисеплесе, ырă сунса

Районта тĕрлĕ наци çыннисем пурăнни, ман шутпа, питех те лайăх. Эпир пĕр-пĕрин культурине, йăли-йĕркине курса вĕренетпĕр, пĕр-пĕринпе туслашатпăр. Çак туслăх ĕлĕкренпех пире кулленхи пурнăçра пулăшса пынă, малашне те вăй парса тăрĕ.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Европа шанăçĕ

Китайри Нанкинăри çамрăксен çуллахи II Олимп вăййисем пуçланиччен пĕр уйăхран та каярах вăхăт юлчĕ. Çак ăмăртусенче медальсемшĕн кĕрешме пултаракансенчен пĕри - пирĕн ентеш Дмитрий Ефимов. Шăпах çакна шанса тăрать триатлон енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Дмитрий Бутков.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Ăçта-ши эсĕ, пăрçа уйĕ?

Ачалăхри чи ырă самантсене аса илнĕ май, колхоз хирĕнче пăрçа татса çини манăçмасть. Пурнăçĕ те çăмăл марччĕ ун чух, пирĕнни пек йышлă ачаллă çемьесенче çăкăр та çитсе пыман пуль. Çавăнпа та колхоз хирĕнче пăрçа ĕлкĕрессе тỹсеймесĕр кĕтеттĕмĕр. Вăрттăн-кĕрттĕн пулсан та, ача-пăча "десанчĕ" пăрçа хирне кунне пĕрре те пулин хутланă-хутланах. Бригадир та, хир хуралçи те ("полевой" тетчĕç) хăваланă, татнă пăрçана тăктарнă та, анчах эпир нимĕнле йывăрлăхран та хăраман.

Подробнее...

26 июля 2014 г.

Владимир Путинпа тĕл пулнă

Июлĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулса калаçнă.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Пограничника асăнса - турнир

Шăмат кун - июлĕн 19-мĕшĕнче - Патăрьелĕнчи стадионра вăхăтсăр вилнĕ Анатолий аттене (Анатолий Дмитриевич Сорокина) асăнса республика пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвĕ иртрĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика