Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

23 июля 2014 г.

"Ватлăхран таратпăр - сиккипе чупса!"

Кам пĕлмест-ши Шăмăршăра Юрий Михайлович Фролова? Район центрĕнче çеç-и, кашни ялтах паллаççĕ ăна. Нумай çул хушши районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче, каярахпа ял хуçалăх управленийĕн че вăй хучĕ, хастар ĕçшĕн ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят пачĕç.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Тăван çĕр-шыв - пĕрре!

Историн хуть те хăш тапхăрĕнче те çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси пысăк вырăнта тăнă. Патриотизмсăр вăйлă та хăватлă патшалăх туса хума май çук, кашни гражданин хăйĕн тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне лайăх туйса-пĕлсе тăтăр.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Çĕр çинче ырă çын та нумай

"ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ" хаçатпа эпĕ ĕмĕрĕм тăрăшшĕпех туслă, район хыпарĕсене те ун урлă пĕлсе тăратăп. Хаçатра çемье, воспитани, мораль темисене çĕкленине эпĕ чунтан ырлатăп. Çавăн пек статьясене ял çыннисем те килĕштереççĕ.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Субсиди илнисем - 500 çемье ытла

Пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн кашни уйăхрах тỹлемелле. Хăш-пĕр çемьесене вара укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çакна шута илсе, патшалăх вĕсене субсиди уйăрса парать.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

"Халăх инвентаризацийĕ" пырать

Çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслес тата пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене тупса палăртас тĕллевпе, республикăра "халăх инвентаризацийĕ" ирттереççĕ.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Хулла вăхăтра авмалла

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси маларах çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пырать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна вăл çичĕ лару ирттернĕ, вĕсенче 18 ыйту тата 23 административлă ĕç пăхса тухнă. Кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх 13 çынна асăрхаттарса хăварнă, тăххăрăшне 5100 тенкĕлĕх штраф тỹлеттерме йышăннă.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Шкулсем вĕренỹ çулне хатĕр

Июлĕн 17-18-мĕшĕсенче район комиссийĕ (унта район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, санэпидемнадзор, пушар надзорĕн специалисчĕсем кĕреççĕ) шкулсемпе шкулчченхи учрежденисене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленине тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Патшалăх пулăшнипе, хăйсем тăрăшнипе

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти 412 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран пурĕ 98 миллион та 921 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Подробнее...

23 июля 2014 г.

Çĕнĕлĕхсене çул памалла

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăннă май, ял хуçалăхĕнче хими препарачĕсемпе, тĕрлĕ йышши удобренисене усă курасси вăй илчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсемсĕр кирлĕ чухлĕ тухăç та илеймĕн. Анчах та вĕсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курмалла.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Пуçланчĕ!

Çапла, кĕçнерни кун районта вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Пуринчен малтан тыр-пула пуçтарса кĕртме "Мир" ЗАО тухрĕ.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Ярмăркка ĕç тупма пулăшать

Ĕç вакансийĕсен ярмăрккине йĕркелени - ĕçсĕр тăрса юлнисене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупса памалли лайăх мел. Кăçал кăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çак тĕллевпе тăватă ярмаркка ирттерме палăртнă. Пĕрремĕш çур çулта виççĕшĕ пулса иртнĕ те ĕнтĕ.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Çĕршер тĕрлĕ лĕпĕш, нăрă…

Пĕлмелли, курмалли чăннипех те нумай. Сахал-им пурнăçра "кăвак хуппи?" Шăпах çакна уçса пама шутланă та ĕнтĕ "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче. Кунти курав залĕнче çак кунсенче "Тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсем" выставка ĕçлеме тытăннă.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

"Ял çамрăкĕсем" конкурс

Июль уйăхĕн çурринчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен Мускаври "Ĕç тăвакан органсене тата йĕркелĕхе сыхлакан тытăмсене информаципе право енчен пулăшакан центр" пуçарнипе Пĕтĕм Раççейри "Ял çамрăкĕсем" конкурс ирттереççĕ.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

"Çирĕп çемье - телейлĕ ачалăх"

"ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ "Çирĕп çемье - телейлĕ ачалăх" фото конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Ĕçлĕ вăйă иртрĕ

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕ (ертỹçи - Сергей Головинский) июлĕн 12-мĕшĕнче Пуянкасси ял тăрăхĕнче ĕçлĕ вăйă-суйлав ирттерчĕ.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Ик чĕлхе пĕлни - аван, виç чĕлхе пĕлни - пуянлăх

Паян тăван чĕлхене пĕлнисĕр пуçне пурте тенĕ пекех вырăсла та шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Çакна ырламалла кăна: патшалăх чĕлхине пурин те пĕлмелле, вăл пире аталанма, ăс-тăна пуянлатма пулăшать.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Халăхшăн, халăх валли

Шăмăршăра нумай функциллĕ центр (МФЦ) уçăлнăранпа шăпах çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта пирĕн центра пулăшу ыйтма 1000 ытла çын пычĕ, 169 гражданин консультаци илчĕ. Пулăшу ыйтнисенчен 238-ĕшĕ - федераци, 118-ĕшĕ - республика, 644-ĕшĕ муниципалитет çăмăллăхĕ илес тĕллевпе килнĕ.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Кивĕ çуртсенчен - çĕннисене

"Граждансене кивелсе çитнĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕннисене куçарасси çинчен" республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, пирĕн районта 2013-2017 çулсенче 45 çемьене (98 çынна) çĕнĕ çуртсене куçармалла.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Нумай ачаллисене - патшалăх тĕревĕ

Нумай ачаллă çемьесен çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшĕ пысăкки каламасăрах паллă. Апла тăк вĕсене лайăх условисемпе тивĕçтерме тăрăшни вырăнлă. Çакна прокуратура органĕсем те куçран вĕçертмеççĕ.

Подробнее...

19 июля 2014 г.

Франци ĕнисем - Пашьел улăхĕнче

Паянхи пурнăçра, укçа-тенкĕ ĕçлесе тăвас тесен, фермерсен тĕрлĕ майсем шырама тивет. Хăшĕсем çĕр улми çитĕнтереççĕ, теприсем сурăх ĕрчетеççĕ, виççĕмĕшсем сĕт нумай антаракан качака ферми йĕркелеççĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика