Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

09 августа 2014 г.

Пĕлсе, вырăнлă усă курнă

(Чăваш Республикинчи Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕçĕ-хĕлĕ) Патшалăх пурлăхĕпе усă курасси Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен Министерствин приоритетлă задачисенчен пĕри шутланать. Пĕтĕм пурлăх патшалăх реестрĕнче.

Подробнее...

09 августа 2014 г.

Вăрмансене сыхлар!

Шăрăх та типĕ çанталăк тăнăран вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Вăрмансенче кăвайт чĕртме, типĕ курăка тата çỹп-çапа çунтарма, унта çуран та, автотранспортпа та кĕме юрамасть.

Подробнее...

09 августа 2014 г.

Тĕп редакторсем тĕл пулнă

Юн кун - августăн 6-мĕшĕнче - Шупашкарта Тĕп редакторсен кунĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов ертсе пынă.

Подробнее...

09 августа 2014 г.

Çĕкленчĕ илемлĕ çурт

Виçĕ хутлă, 12 хваттерлĕ çĕнĕ çурт Шăмăршăри Ленин урамне илем кỹрсе тăрать. Унти ĕçсене "Строитель" ООО (генеральнăй директорĕ Н.Быков) ĕçченĕсем вĕçлесе пыраççĕ ĕнтĕ.

Подробнее...

09 августа 2014 г.

Пĕрремĕш кунтан тытăнсах - халăхăн пурнăç шайне ỹстерессишĕн

Августăн 7-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Икĕ сехет çурă хушшинче Михаил Васильевич республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе çыхăннă 30 ытла ыйту çине хуравланă.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Пĕр-пĕрне хисеплесе

Пирĕн район - нумай нациллĕ. Чăвашсемпе юнашар тутарсем, вырăссем, ирçесем килĕштерсе пурăнаççĕ. Азербайджанецсем те, украинецсем те, эрменсем те, кăркăссем те, узбексем те пур.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Хăрушлăхĕ питĕ пысăк

Паянхи пурнăçа тĕксĕмлетекен чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - наркомани - уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Лару-тăру кăткăсланни пирĕн республикăна 2009 çул вĕçĕнче туртмалли хутăшсем илсе килме тытăннипе çыхăннă.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Ăста алăсене - тивĕçлĕ ĕç

Рынок условийĕсенче ял çыннисемшĕн патшалăх пуян пурнăç туса парасса кĕтсе лармалла мар. Кам ĕçлет, пуçарулăх кăтартать - çав çын хăйĕн пурнăçне лайăхлатать.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Пенси ỹснĕ

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлекен пенсионерсен пенсине август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа панă: корректировка тунă хыççăн 93 пин çыннăн ĕç пенсийĕ вăтамран 115 тенкĕ хăпарнă.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

В.Шуряков: "Спорт - манăн пурнăçăм, телейĕм"

Хĕрĕх çула яхăн паллатăп ăна. Çирĕп шăм-шаклă, хыт утăмлă вашават арçын ра- йонти кашни Акатуях судья пулса хутшăнатчĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче район чысне хỹтĕлетчĕ.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Мечĕк хыççăн мечĕк

Мини-футболла выляса районта мала тухассишĕн черетлĕ турти вăйăсем пулса иртнĕ.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Тарса килнисене пулăшмашкăн

Июлĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви Украинăран тарса килекен çынсене çĕр-шывăн регионĕсене куçарасси пирки постановлени кăларнă. Ку документпа килĕшỹллĕн регионсем валли Украина гражданĕсене йышăнмалли квотăсем çирĕплетнĕ. Ăна тĕпе хурса Чăваш Енĕн тепĕр 390 çынна йышăнмалла (хăй тĕллĕн килекенсене шутламасăр).

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Чирлĕ выльăх уйрăм пултăр

"Хĕрарăма çăтмаха кĕртес пулсан та вăл ĕнине пĕрле илсе кайĕ", - тенĕ халăхра. Чăнах та, ял çыннишĕн çак выльăх тăрантаракан та, пулăшуçă та, çăлавçă та. Сĕт ĕçсен çын сывă та, тутă та. Тĕрĕсрех каласан - пулмалла. Анчах унпа сăйланнă хыççăн вар-хырăм пăсăлнă тĕслĕхсем те пулаççĕ.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Вăхăт васкатать

Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ ĕçлĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев чăн малтан вырма ыйтăвне çĕкленĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта 2955 гектар тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ, 5462 центнер тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 18,5 центнерпа танлашать.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Кашнин - хăйĕн шухăшĕ

Федерацин 136 ФЗ №-лĕ саккунне тата Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне сỹтсе явнă май, пирĕн корреспондент çынсен шухăшĕпе интересленнĕ.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Çул сарни - савăнăç

Район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Шăмăршăри К.Маркс урамĕнче 737,166 тăваткал метр çула тĕпрен юсанă. Пурĕ 452,769 тенкĕлĕх ĕç тунă.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Çамрăк çемьесене пулăшма

Чăваш ене федераци бюджетĕнчен 127 миллион тенкĕ куçнă.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

"Çитĕнсен моряк пулатăп, Лева мана çара ăсатĕ"

Сар çу пек шăранса тăракан çуллахи илемлĕ кун пĕтĕм çут çанталăк савăннăн туйăнать. Иллен кунĕ хĕвеллĕ те ăшă килчĕ кăçал, сывлăш температури вăтăр градус патнех кармашрĕ.

Подробнее...

06 августа 2014 г.

Сĕт те хаклă, çăкăр та йỹнех мар

Июль уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 25240 организаци тата экономикăн тĕрлĕ тытăмĕнче ĕçлекен 32369 уйрăм предпринимателе шута илнĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика