Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

16 августа 2014 г.

Обязанность гражданина сообщить о наличии у него иного гражданства

4 августа 2014 года вступил в силу Федеральный закон № 142-ФЗ "О внесении изменений в статьи 6 и 30 Федерального закона "О гражданстве Российской Федерации" и отдельные законодательные акты Российской Федерации». Данный закон обязывает российских граждан при приобретении второго (иностранного) гражданства немедленно уведомлять об этом письменно территориальный орган ФМС России. По закону это необходимо сделать в течение 60 дней со дня приобретения иного гражданства.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Мĕн хак тăратăн, шкул сукмакĕ?

Август уйăхĕн çуррине те çитсе тăтăмăр. Часах ак шкула кайма та вăхăт çитĕ. Шăмăршă пасарĕнче те, ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачисем валли шкул япалисем туянать. Юн кун пасара тухнăччĕ те, паллакансемпе калаçса тăтăм. Упăшкипе арăмĕ иккĕнлетсех шкул хатĕрĕсем шыраççĕ. Виçĕ ача вĕсен, асли - çиччĕмĕшне, вăталăххи - пиллĕкмĕшне, кĕçĕнни - пĕрремĕшне каять иккен.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Çĕнĕ йыш хутшăнчĕ

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Шăмăршăра вырнаçнă "Нива" вĕрентỹ центрĕнче курсантсен черетлĕ кăларăмĕ пулнă.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Егор, Артем, Анастасия…

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче 93 ача - 43 арçын ачапа 50 хĕр ача çуралнине регистрациленĕ. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене ят панă чух Егор, Артем, Глеб, Анастасия, Виктория, Мария ятсене ытларах килĕштернĕ.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

"Виç Толяпа пĕр Коля…"

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче Анат Чаткасри "Восход" колхоз тыр-пул тухăçĕпе районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнчеччĕ.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Çĕр тата налук ыйтăвĕ тавра

Юн кун район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен канашлăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительствăпа ЖКХ пайĕн ертỹçи Владимир Никифоров ертсе пынă.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Спорт вăл - çирĕп сывлăх

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕн Владимир Путинăн "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форума Шупашкарта ирттересси пирки кăларнă Указне ырласа йышăнтăмăр.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Августăн 20-мĕшĕнче - Информаци кунĕ

Çитес юн кун - августăн 20-мĕшĕнче - республикăра пĕрлĕхлĕ Информаци кунĕ иртет. Тĕп темăсем çаксем: Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ тата кăçалхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланни çинчен; Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени çинчен.

Подробнее...

16 августа 2014 г.

Районти уй-хирсенче

Ĕнерхи кун тĕлне районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче 5280 гектар (2255 гектар кĕр тыррисем, 2550 гектар урпа, ытти - тĕрлĕ культурăсем) тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Пурĕ 9572 тонна тырă çапса илнĕ. Гектар тухăçĕ - вăтамран 18,1 центнер.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Уяв пирки - хăнасен шухăшĕ

Петр УГАСИН,спорт ветеранĕ: "Эсĕ сăпкаран ансанах чупма пуçларăн", - тетчĕ анне. Халĕ эпĕ 60 çул урлă каçрăм, эппин, сахалтан та 59 çул чупатăп. Ача чух çерем çинче çара уран чупса ăмăртаттăмăр, кĕрешеттĕмĕр, лапталла выляттăмăр.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Епле илемлĕ эсĕ, спорт!

"ФИЗКУЛЬТУРĂПА спорт кашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕрентỹпе воспитани тытăмĕн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ. Физкультурăпа туслашнă май сывлăх, кăмăл, тỹсĕмлĕх, хамăр вăя шанасси çирĕпленеççĕ".

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Хăй хĕрарăм пулнине пĕлмен

Хĕрĕх тăватă çулхи Китай арçынĕ халĕччен хăй хĕрарăм пулни пирки шухăшлама та пултарайман.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Ветеран ятне илме

Чăваш Енре ĕç ветеранĕн ятне илмелли стажа пĕчĕклетесшĕн. Анчах хальлĕхе ку ыйтăва пăхса кăна тухаççĕ-ха.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Ял хуçалăх продукцийĕнче - сиенлĕ япаласем

Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çулсерен мониторинг ирттереççĕ.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

"Эпĕ писательсенчен чи асли", - тетчĕ…

Çак сăн ỹкерчĕке 1960 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Анат Чаткасра тунă. Сулахайри - чăваш писателĕ Краснов-Асли, варринче ял çыннисем: П.Н.Туктаров, ун çумĕнчи - В.К.Захаров.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Илемлĕхе юратма вĕрентеççĕ

Шăмăршă вăтам шкулĕн йĕри-таврашĕ пурне те хăйĕн илемĕпе илĕртет. Тĕрлĕ чечексен ырă шăрши, илемлĕ клумбăсем шкул территорине кĕрсенех кăмăла çĕклеççĕ. Эпир çак вĕренỹ учрежденине пынă кун клумбăсем таврашĕнче, графикпа килĕшỹллĕн, 7 "А" класс ачисем вăй хуратчĕç. Вĕсем, Е.Убасева учительница ертсе пынипе, клумбăсене çум курăкран тасатчĕç, шăваратчĕç.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Культура ĕçченĕсем канашланă

Çак кунсенче районти культура аталанăвĕн Центрĕнче культура ĕçченĕсем канашлăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

2015 çул - К.В.ИВАНОВ çулталăкĕ

Чăваш Республикинче 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

Геннадий Айхине халалланă А сасă кунне хутшăнма чĕнеççĕ

АЙХИ фончĕ тата Шупашкарти "ГолосА" поэзи фестивалĕн кураторĕсем А сасă кунĕн акцине хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл августăн 21-мĕшĕнче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче иртĕ. Ăна Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине халаллĕç.

Подробнее...

13 августа 2014 г.

"ТАВ" лавккисем те чăвашла калаçаççĕ

"Ирĕклĕх" организаци "Кунта чăвашла калаçатпăр" çыпăçтаркăчсене пур çĕре те çитерме тăрăшать. Организаци ертỹçи Дмитрий Степанов каланă тăрăх, чылайăшĕ общество транспортĕнче хăйсене ăнланмасран шикленсе чăвашла калаçма вăтаннă. Халĕ вара çыпăçтаркăчсене курсан хăрамасăрах тăван чĕлхепе пуплеме пултараççĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика