Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

23 августа 2014 г.

Тум мĕнле пулмалла?

Ачасемпе çамрăксен тумĕ мĕнлерех пулмаллине Раççей Федерацийĕн "Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен" тата "Халăхăн санитарипе эпидемологи шайне лайăхлатасси çинчен" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн палăртаççĕ. Тумсен хăрушсăрлăх требованийĕсене те çирĕплетнĕ.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Айхи ячĕ манăçмĕ

Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ, тĕнче поэзийĕн мухтавĕ пулса тăнă Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Чи вăйли - Шăмăршăран

Кăçалхи августăн 13-17-мĕшĕсенче Беларусьри Витебск хулинче кире пуканĕн триатлонĕпе пĕтĕм тĕнчери Олимпиада пулса иртнĕ.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Кам айăплă: качака е хуçи?

Район администрацийĕ çумĕнчи административлă право йĕркисене пăсакансемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсене пĕрре çеç мар хутшăнма тивнĕ мана, халĕ те чĕнкелеççĕ. Вĕсенче кашнинчех вуншар, тепĕр чух ытларах та протокол пăхса тухаççĕ. Кашнинчех тĕп ыйту - качака.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Тапса тăракан çăл куç типмест

"Исток" - районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Мĕнле пурăнать-ха вăл паян, еплерех сывлать? Шăпах çак ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе унта çитсе курма шутларăмăр. Çула тухни вара ахаль пулмарĕ. Хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов пире хаваспах кĕтсе илчĕ, калаçма та вăхăт тупрĕ. Вăхăчĕ хĕрỹ те канăçсăр пулнине пăхмасăрах.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Сивĕсем те инçе мар

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Владимир Никифоров тин çеç Шăмăршăри котельнăйсене пăхса çаврăннă.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Донор кунĕ иртнĕ

Нумаях пулмасть Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче Донор кунĕ иртнĕ.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Ыраш акаççĕ

Районти хуçалăхсенче кĕр аки пуçланчĕ.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Халăхпа тĕл пулса калаçнă

Юн кун Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. 9 информаци ушкăнĕ ялсенче пулса Информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемпе - Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ тата кăçалхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланни çинчен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени çинчен - ĕç коллективĕсенче калаçу ирттернĕ.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Валентина Андреева: "Журналистсен пурнăçпа пĕр тан пымалла"

Кĕçнерни кун Чăваш Республикин информаци политики тата массăллă коммуникаци министрĕ Валентина Андреева ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн района килнĕ, район администрацийĕнче канашлу ирттернĕ хыççăн, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулнă.

Подробнее...

23 августа 2014 г.

Хĕл хăрушă ан пултăр

Августăн 18-мĕшĕнче Федерацин Чăваш Республикинчи инспекторĕ Геннадий Федоров Чăваш Республикинчи федераци ĕç тăвакан влаçĕн территори органĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Пурнăç илемĕ - юратнă ĕç

Этем кун-çулĕ ытла та хăвăрт иртет çав: кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх, çул хыççăн çул...Сисĕнмесĕрех тивĕçлĕ кану вăхăчĕ те çитет. Анчах унта кармашса çитиччен пурнăçăн тути-масине самаях ас тивме, унăн çул кукрипе пайтах утма тивет. Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Юрий Валентинович Ермолаев чăн-чăн арçын тивĕçне туллин пурнăçланă: çурт лартнă, йывăç ỹстернĕ, ача-пăчаллă пулнă.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Ăшă кулăпа, ырă кăмăлпа

Ăна пирĕн пысăк мар коллектив яланах хапăл туса кĕтсе илет. Енчен те Галина Николаевна редакцие чылай вăхăт килмесен пăшăрханма та пуçлатпăр: чирлемен-ши пирĕн хастар обществăлла корреспондентăмăр?

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Тава тивĕçлĕ ĕçченсем

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕн историйĕнче пысăк та туслă Сергеевсен çемйи ырă йĕр хăварнă. Вера Григорьевна тата Иван Лаврентьевич колхозниксен çемйинче 9 ача пулнă. Вĕсем пурте ỹссе çитĕннĕ те республикăн тата çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă: Смоленск, Саратов облаçĕсене тата Белоруссие. Пурте хисепе тивĕçлĕ çынсем пулса тăнă. Çак пĕр çемьерен кăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ икĕ ĕçченĕ, пĕр орденоносец, производствăра малта пыракансем тухнă.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Шашлăк пĕçерме ĕлкĕреймен

Нумаях пулмасть районти полици уйрăмĕнче черетлĕ канашлу ирттертĕмĕр. Унта 2014 çулхи 7 уйăхра туса ирттернĕ оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, хăш-пĕр çитменлĕхе асăнса малашнехи тĕллевсене палăртрăмăр.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Мускав çыравçисем Чăваш Енре пулчĕç

Кăçал тĕп хулари писательсен пĕрлешĕвĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Енри ĕçтешĕсемпе тата вулакансемпе тĕл пулма кăмăл тунă.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

"Вĕлкĕшеççĕ" юпасем…

"Икĕ пỹлĕмлĕ хваттер сутатăп. Сарай, нỹхреп пур..." "Ĕне сутатăп. Виççĕ пăруланă. Адрес." "Т-40 трактор сутатăп..." "Сĕтел-пукан, йỹнĕпех..." Çак пĕлтерỹсене эпĕ хаçатра мар, Шăмăршăри юпасем çинче вуларăм. Кунтах хĕрарăм çỹçне туяннине те, Шупашкарти эстрада "çăлтăрĕсем" концертпа килессине те, пĕр арçын арăм шыранине те, ытти хыпарсене те пĕлтĕм.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Раççей ялавне халалланă

Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалланă "Раççей патшалăх символĕсем" курав уçăлнă.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Хура çăкăр çиекен хур курман

Кăçалхи июль уйăхĕн вĕçĕнче Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хирĕсенче пулнăччĕ. Мана уйрăмах кĕрхи тулă килĕшрĕ. Шăрăх та типĕ çанталăк тăнине пăхмасăр, туни çỹллĕ, пучахĕсем шултăра.

Подробнее...

20 августа 2014 г.

Малашне те аталан, чечеклен, тĕп хуламăр!

Августăн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе пĕрле "Пултарулăх бульварĕ" арт-проектра пулнă. Çак вырăн Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тỹреме çити тăсăлнă. Интерактив лапамĕсенче 545 артистпа пултарулăх коллективĕ хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика