12 июля 2014 г.
Пĕтмен-ха пирĕн хушăра халăха пĕр пуссăрах ырă тума, пулăшма хатĕр çынсем. Савăнас килет вĕсемшĕн, тав тăвас килет. Çак кунсенче кăна-ха акă Васанта çуралса ỹснĕ, халĕ Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Еремеев ялсенчи библиотекăсене хăйĕн çĕнĕ "Кĕрхи тунсăх хĕлхемĕ" сăвăсен пуххине парнелерĕ. Ку - авторăн виççĕмĕш кĕнеки. Кĕнеке çичĕ пайран тăрать. Вĕсене Тăван çĕр-шыва, тăван халăха мухтаса та юратса, çут çанталăка, чун- чĕре хĕлхемне сăнласа çырнă сăвăсене кĕртнĕ. Хайлавсем çăмăллăн вуланаççĕ, асра юлаççĕ. Çĕнĕ кĕнекепе пурне те паллашма сĕнес килет.
И.ТИМОФЕЕВА.