12 июля 2014 г.
Тунти кун - июлĕн 7-мĕшĕнче - пирĕн района Турă Амăшĕн "Табынская" турăшĕ килсе çитнĕ. Çак турăша конвой командирĕ Евгений Ковпан ертсе пыракан Оренбургри казак çарĕн казакĕсем илсе килнĕ. Карапай Шăмăршăри Çвяттуй Николай Чудотворец ячĕллĕ чиркĕве çỹрекен православи тĕнне ĕненекенсем, храм настоятелĕпе Георгий аттепе тата Николай протоиерейпе пĕрле, Çвяттуй турăша Турă Амăшне мухтакан юрăсемпе кĕтсе илнĕ. Александр Чернов крестоходец Çвяттуй Николай Чудотворец чиркĕвĕнче "Табынская" турăшăн тĕлĕнмелле таса вăйĕ çинчен каласа панă. Çак турăш халăха ырăлăхпа лăпкăлăх парнелет, çынсен чунĕсене тасатма, чир-чĕртен сиплеме пулăшать. Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнче тĕлĕнмелле таса вăйлă турăша Николай протоиерей, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, тĕне ĕненекен вун-вун çын кĕтсе илнĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче Таса турăша Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Çĕнĕ Чукалти, 9-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршăри, Кивĕ Шăмăршăри, Ярăславри, Палтиелĕнчи тата Анат Чаткасри чиркỹсене илсе пынă. Турă амăшне мухтаса молебенсем ирттернĕ. Июлĕн 10-мĕшĕнче, кăнтăрла 11 сехетре районти православи тĕнне ĕненекенсем Турă Амăшĕн "Табынская" турăшĕпе сывпуллашнă.
И.МИХАЙЛОВ.