12 июля 2014 г.
Илемленсе пырать Шăмăршă. Урамĕсем те таса, иртсе çỹреме кăмăллă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене кĕрсен вара? Вĕсенче - чуна ыраттаракан ỹкерчĕк. Çỹп-çап пăрахмалли контейнерсем тахçанах тулса ларнă. Шăрăх çанталăкра вĕсенчен тавралăха ырă мар шăршă сарăлать. Вăхăтра тасатман контейнерсем патне хуçасăр йытăсем иленеççĕ, çỹп-çапа салатнă май шăмă е çăкăр таткишĕн çапăçсах каяççĕ - иртсе кайма хăрушă. Тен, камшăн ку лайăх та пулĕ: пĕр çыннăн, акă, пăру пек хам-хамĕ, унта тăранса пурăнакаскер, килти сыснинчен те ытларах ỹт хушать мĕн. Контейнера вырнаçайман сапаланса выртакан тасамарлăх тавра чăпар автан та çунат çапса авăтать, чăхсене йыхравлать: - Васкăр, кунта пирĕн валли те мĕн-тĕр тупăнать. Контейнерсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх вăхăтра тасатмалла пек те - çук çав. Ахăртнех, унта ĕçлекенсем çынсем çỹп-çап тăкнăшăн укçа тỹленине шута илесшĕн мар пулас.
В.СЕРДИТЫЙ.