Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнпа - вырăс, чунпа - чăваш

03 сентября 2014 г.

Юнпа - вырăс, чунпа - чăваш

Вырăс йăхĕнчен тухнă Г.А.Габитова. Ашшĕ-амăшĕ те, вĕсен тăванĕсем те - вырăс. 1964 çулхи августăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене кил- нĕскер, Галя çемьере вырăсла калаçса ỹснĕ. Тус-тантăшĕпе, кỹрши-аршипе чăвашла пупленĕ. Амăшĕ - Елена Петровна Карапай Шăмăршă пекарьнинче нумай çул хушши заведующи тивĕçне пурнăçланă. Ашшĕ - Александр Архипович вăрман хуçалăхĕнче тата вăрман пунктĕнче ĕçленĕ, Киров ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Вĕсен ырă кăмăлĕ, вышкайсăр ĕçченлĕхĕ хĕрĕнче те йĕр хăварнă. Гальăшăн Володьăпа Гена тетĕшĕсем те тĕслĕх вырăнĕнче пулнă (халĕ те çаплах). Карапай Шăмăршă вăтам шкулне юратса çỹренĕ Галя Димитриева (хĕр чухнехи хушамачĕ). Пур предметпа тенĕ пекех, "5"пе ĕлкĕрсе пынă хĕрача. Класс тулашĕнчи ĕçсенче хастарлăх кăтартнă. Маттурскере Пĕтĕм Союзри "Орленок" пионерлагере кайма та путевка панă. Вырăс чĕлхи чи юратнă предмет пулнă Г.Димитриевăшăн. Ачасене чунтан юратаканскер, вĕрентекен пулма тĕв тытнă. 1981 çулта вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Филологи факультетĕнче ăс пухнă. 1986 çулта аслă пĕлỹллĕ специалист Палтиел вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме пуçлать. Аслă халăхăмăр чĕлхипе сăмахлăхĕн пуянлăхне ачасем патне çитерессишĕн ăс-хакăлне, вăй-халне шеллемест Галина Александровна. Шкул - вĕçсĕр ачалăхпа яшлăх тĕнчи. Айван ачаран чăн-чăн çын çитĕннине чи малтан вĕрентекен курать, мĕншĕн тесен вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ ун урлă пулса пырать. Çакă Галина Александровна Габитовăна хавхалану кỹрет, хăйĕн ăсталăхне ỹстерме хистет. 1-мĕш категориллĕ вĕрентекенĕн ĕçри ỹсĕмĕ куç умĕнчех. Ун вĕренекенĕсем çулсеренех предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Л.Габитова - вырăс чĕлхипе, В.Габитова литературăпа республикăри олимпиадăсенче район чысне хỹтĕленĕ. Пĕтĕм Раççейри "Çерçи сăртне парăнтар" олимпиада призерĕсен шутĕнче В.Габитовăпа А.Валиуллова та пур. Пĕтĕм Раççейри "Олимпусра" Р.Габитовпа П.Якушова - 1-мĕш, Р.Рахматуллов, Э.Емдиханова, Д.Айзетуллова 3-мĕш вырăнсене йышăнни те -  савăнăç! Пĕтĕм Раççейри "Вырăс упа çурийĕ -  пуриншĕн те - чĕлхе пĕлĕвĕ!" вăйă-конкурсра вара Р.Габитов çĕнтернĕ. Руслан, регионсем хушшинче йĕркеленĕ "Чун-чĕрепе çирĕпписем" сочинени конкурсĕнче те пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Район тата республика шайĕнче ирттернĕ сочиненисен конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăннисем татах та пур: Лилийăпа Венера Габитовăсем, А.Кузьмина, А.Стратилатова, М.Сорокина, Н.Свеклова... Галина Александровна хăй те педагогсен тĕрлĕ конкурсĕсене хутшăнса ят-сум илнĕ. Вăл "ИКТпа йĕркеленĕ чи лайăх урок" конкурсра палăрнă. Районти вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен уçă урок фестивалĕнче çĕнтернĕ. Район шайĕнчи "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра пысăк пултарулăх кăтартнă. 2013-2014 çулхи вĕренỹ çулĕ Г.А.Габитовăшăн уйрăмах тухăçлă пулчĕ. Вăл "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурсра çĕнтерсе район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеме мехел çитерчĕ. Хăй ертсе пыракан 11-мĕш класс вĕренекенĕсем - М.Сорокинăпа М.Валиев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕç. Кунта Галина Александровнăн тỹпи те пысăк. Пĕр вĕçĕмсĕр пĕлĕвне ỹстерет, аталанать чĕлхеçĕ. Шкулти тата районти вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен семинарĕсенче тухса калаçать, ĕç опычĕпе паллаштарать. Сăмах май, Г.А.Габитова - шкулти класс ертỹçисен методика пĕрлешĕвĕн хастар руководителĕ. Палăртни вырăнлă: Галина Александровна - Палтиел тăрăхĕнчи ăста агитатор. Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен "Çăл куç" ансамблĕн тата "Акăшпи" фольклор ушкăнĕн чи хастар членĕ. Асăннă ушкăнсемпе пĕрле тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене тухнă вăл. Сопрано сассипе, чун-чĕре хĕлĕхне хускатса, пĕччен те, дуэтпа та юрлать. Чăвашла та, вырăсла та. Анлă тавра курăмлă, тĕлĕнмелле пултаруллă вĕрентекене ĕçтешсем те, шкул ачисем те, ял-йыш та юратса хисеплет. Пархатарлă ĕçĕшĕн Г.А.Габитовăна Палтиел ял тăрăхĕн, район, республика, регионсем шайĕнче Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Ман шутпа, çỹлерех асăннă çитĕнĕвĕсене картсан тата пысăкрах наградăна тивĕçлĕ ĕçтешĕм. Галина Александровна - шанчăклă мăшăр, чăн-чăн анне. Мăшăрĕпе Хайдар Мансуровичпа (вăл та - педагог, тутар) пĕрле виçĕ ачана пурнăç пилленĕ. Вĕсем те маттур. Икĕ хĕрĕ те вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕç. Лилия аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Ульяновскри пĕр организацире лингвист-куçаруçă пулса ĕçлет. Венера çак хулари патшалăх университечĕн 5 курс студентки. Руслан - 7 класс вĕренекенĕ, "5"пе çеç туслă. Виççĕшĕ те пултаруллă пулнине çỹлерех шăрçаланă йĕркесенченех вулакан ăнланчĕ пулĕ. Габитовсен çемйинче чăвашла, вырăсла, тутарла пĕр пекех таса калаçаççĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе хутшăнни мăшăрсене тата ачи-пăчине çывăхлатать çеç. Юнпа - вырăс, чунпа - чăваш Галина Александровнăшăн ку - чăннипех те телей!

З.СВЕКЛОВА. Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика