Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации

Найти

06 сентября 2014 г.

Если вы продаете молоко…

1. Сырое молоко должно быть получено от здоровых сельскохозяйственных животных на территории, благополучной в отношении инфекционных и других общих для человека и животных заболеваний.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Изменяется порядок расчета

В сентябре 2014 года прогнозируется уменьшение размеров субсидий на оплату жилищно-коммунальных услуг, предоставляемым малообеспеченным семьям, а в октябре-декабре – их увеличение.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

"Пурнăçăма шкула халалларăм…"

Асăмра юлнă çак йĕркесене кам çырнине маннă ĕнтĕ, анчах вĕсем учитель ĕçне çав тери тĕрĕс хак панăн туйăнать. Чăннипех те ырă кăмăллă, чун ăшшиллĕ, ачасемшĕн хăйсен вăхăтне те, сывлăхне те шеллемен çынсем вĕсем, пирĕн вĕрентекенсем.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Ан ỹркен кăна

Кашни çул тенĕ пекех районта пурăнакансем ытти регионсене ĕçлеме каяççĕ. Кăçал, сăмахран, ку тĕлĕшпе вун пилĕк çынна ĕç тупса пама палăртнă.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

"Центр" - чемпион

Кăçал июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа августăн 28-мĕшĕччен командăсем мини-футболла выляссипе районта мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Вăйăсенче пурĕ 7 команда вăй виçрĕ.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Спартакиадăра мала тухнă

Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам тата тĕп шкулсем иртнĕ вĕренỹ çулĕнче çулталăк тăршшĕпех спортăн тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕсенче вăй виçрĕç.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Çĕклет юрă кăмăла

Çын çăкăр-тăварпа çеç тутă мар - ăна чун апачĕ те кирлĕ. Ĕçлекене-пушшех. Кун пек чухне чун уççи - савăк юрă.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Смотр-конкурс çĕнтерỹçисем

Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн 2014 çулхи майăн 22-мĕшĕнчи 85\1 номерлĕ "Шăмăршă районĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсене 2014-2015 çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе хатĕрлессипе смотр-конкурс ирттересси çинчен" приказне тĕпе хурса, çак кунсенче смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Ылтăн тырă кĕрет кĕлете

Олег Хлюкин фермерăн хуçалăхĕ кĕрхи ĕçсене вăхăтра та тирпейлĕн туса ирттерме тăрăшать. Кĕлет умĕнче хĕрỹллĕ ĕç шавĕ тăрать. Ултă çынран тăракан бригада çĕнĕ тырра тасатса вăрлăхлăх кĕлете кĕртме уйăрать. Валерий Александров водитель ылтăн пек сарă тулла кĕлетсене турттарать.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Çăмăллăхсен порталĕ ĕçлет

Республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсем çынсене Патшалăх тата муниципал çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнче (ЕПГУ) регистрацилес енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Шăмăршă районĕнче ку тĕлĕшпе 3 мобильнăй ушкăн йĕркеленĕ.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Хăрушă трагеди ĕмĕр манăçмĕ

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче районта терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунне тата Бесланра хăрушă трагеди пулнăранпа 10 çул çитнине асăнса мероприятисем иртнĕ.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Йăл кулăпа, тулли сумккапа

Кунсерен кашни киле çитет вăл. Йăл кулăпа сывлăх сунать. Ача-пăчапа - ачалла, яш-кĕрĕмпе - çамрăкла, ваттипе - ватăлла пуплет.Пĕрне хаçат-журнал е çыру, теприне пенси е коммуналлă пулăшу укçи парса хăварать.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Хамăрăн лайăхрах, тутлăрах

Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноç, суту-илỹ министерствисем, суту-илỹпе промышленноç палати сентябрь-декабрь уйăхĕсенче республикăра "Вырăнтине суйла - хамăрăннех туян" акци йĕркелеççĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн çĕр-шывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хума экономикăн ятарлă мерисемпе усă курма йышăннă Указне пурнăçлама май парать.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Регионсен ярмăрккин фестивальне чĕнеççĕ

Мускав хулин Правительстви тата ял хуçалăхĕпе промышленноç таварĕсем туса кăларакансен пĕрлешĕвĕн коммерциллĕ мар партнерстви (НП ОСПП) Чăваш Республикинчи аграрисене регионсен ярмăрккин фестивальне йыхравлаççĕ. Фестиваль тĕп хулан чи лайăх 10 площадкинче октябрь уйăхĕ вĕçленичченех пырать.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Чăваш Ен - малтисен шутĕнче

2014 çулхи 7 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх промышленноç производствин индексĕпе Чăваш Республики Атăлçи Федераци округĕнчи (ПФО) регионсем хушшинче малти виçĕ вырăнтан пĕрне, промышленноç продукцийĕ туса кăларакан производство организацийĕсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Чăваш ятне çĕклерĕ çỹл тỹпе таран

Чăваш халăхăн паттăр ывăлĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнĕ ятпа Чăваш Енĕн кашни кĕтесĕнчех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ĕнер вăл çуралнă ялта Шуршăлта уяв митингĕ, Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ драмтеатрта савăнăçлă каç иртнĕ.

Подробнее...

06 сентября 2014 г.

Инноваци объекчĕсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертỹçисемпе эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ планеркăра ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.

Подробнее...

03 сентября 2014 г.

Вĕренекенсемпе - хăрушсăрлăх урокĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн сотрудникĕсем 42-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле Шăмăршăри вăтам шкулта пулчĕç. Вĕренекенсене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн хăрушсăрлăх урокĕ ирттерчĕç.

Подробнее...

03 сентября 2014 г.

Шкула, ачасемĕр, шкула!

Сентябрĕн çак илемлĕ ирĕ районти вун-вун ачана çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе асламăшĕ-кукамăшне, аслашшĕ-кукашшĕне те нумай хумхантарчĕ те савăнтарчĕ пулĕ. Паян - Пĕлỹ кунĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Хĕвеллĕ çанталăк уяв кăмăл-туйăмне тата та çĕклентерчĕ, чун-чĕрене хаваслăх парнелерĕ.

Подробнее...

03 сентября 2014 г.

Юнпа - вырăс, чунпа - чăваш

Вырăс йăхĕнчен тухнă Г.А.Габитова. Ашшĕ-амăшĕ те, вĕсен тăванĕсем те - вырăс. 1964 çулхи августăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене кил- нĕскер, Галя çемьере вырăсла калаçса ỹснĕ. Тус-тантăшĕпе, кỹрши-аршипе чăвашла пупленĕ.

Подробнее...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика