Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсемпе - хăрушсăрлăх урокĕ

03 сентября 2014 г.

Вĕренекенсемпе - хăрушсăрлăх урокĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн сотрудникĕсем 42-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле Шăмăршăри вăтам шкулта пулчĕç. Вĕренекенсене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн хăрушсăрлăх урокĕ ирттерчĕç. ОНД пуçлăхĕ А.Кляжев Шăмăршă районĕнче кăçал вут-кăвар тухнă тĕслĕхсем çинчен каласа пачĕ. Чи пăшăрхантараканни, чĕрене ыраттараканни _ Чăваш Енре кăçал пушарта 5 ача вилни. Çавăнпа та вут-кăварпа питĕ те асăрхануллă пулмалла. 42-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ А.Фомин вĕренекенсене огнетушительпе тĕрĕс усă курма вĕрентрĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ачасем пушар тухнă тесе суйса та шăнкăравлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене кун пек тума юраманни çинчен хытă асăрхаттарса калаçмалла. 

М.ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика