06 сентября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертỹçисемпе эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ планеркăра ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе министерство ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрĕç. Пысăк проектсенчен пĕри - Шупашкар хулин Индустри паркĕ.Строительство ĕçĕсене вĕçлеме 2014 çулта Федераци бюджетĕнчен 137,4 миллион тенкĕ уйăрнă (ЧР бюджетĕнчен - 34,4 миллион тенкĕ). Иккĕмĕш объект - Прототипировани центрĕ. 2014 çулта бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнисĕр пуçне (федераци бюджетĕнчен - 6,4 миллион, ЧР бюджетĕнчен - 1,6 миллион тенкĕ) Прототипировани центрĕ бюджет тулашĕнчи çăл куçсен шучĕпе хăйĕн аталанăвĕ валли 9,8 миллион тенкĕ ярать.
А.ЛЬВОВА